Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçкĕпе иртĕхетĕн- сывлăхна пĕтеретĕн

Аслă Арапуç больницине вăрçă хыççăнхи çулсенче туса лартнă. Çурчĕ çур ĕмĕр хушшинче чылаях кивелсе çитнĕччĕ, ĕç условийĕсем йывăрланнăччĕ. Хутсан та пỹлĕмсенче ăшă тăмастчĕ. Врачсем ялан улшăнатчĕç. Çапах та ку больницăра ăста врач чылай пулнă. Сăмахран, Георгий Гаврилович Неткачев, Владимир Львович Козлов (Мускавра чĕрене операци тăвакан), Иван Никифорович Никандров, Владимир Чамаев, П.А.Надин, Е.И.Бондарева тата ыттисем те.

2003 çулта Аслă Арапуçĕнчи участок больници икĕ хутлă çĕнĕ çурта куçрĕ. 40 вырăнлă стационар, кăнтăрлахи стационар, поликлиника çумĕнчи стационар ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр врачсем 3500-4200 çынна йышăннă. Коллектива 56 çын вăй хурать, чылайăшĕн ĕç стажĕ 30 çултан та иртет. Сăмахран, Иван Аверкиевич Исмуков больницăра 40 çул ытла ĕçлет, Людмила Алексеевна Клементьева терапевт 30 çула яхăн пĕр улшăнмасăр ĕçлет, пĕрремĕш категорири врач. Ача- пăча тухтăрĕ Лидия Илларионовна Фролова та пĕрремĕш категорири врач. Вера Пыркина, Марина Григорьева сестрасем 30-34 çул пĕр улшăнмасĕр ĕçлеççĕ, Галина Краснова, Нина Емельянова санитаркăсем те чылай çул çак коллективра. Паянхи кун больницăра сипленекенсем валли условисем лайăх. Пỹлĕмсене çут çанталăк газĕпе ăшăнаççĕ. Палатăсенче çутă, ăшă, çĕнĕ сĕтел- пукна, кравать- шифоньерсем вырнаçтарнă. Вăрçă ветеранĕсем валли уйрăм пỹлĕмсем, палатăсенче- телевизор, холодильник, вĕри шыв. Сипленекенсене тутлă апат çитереççĕ.

-Кунти апатпа кунĕпе вăрман касма пулать, питĕ сĕтеклĕ апат- çимĕç,- терĕç Василий Савиновпа Роман Езюков сипленекенсем.

Ачасемпе амăшĕсем валли консультаци пункчĕ ĕçлет. Лена Иванова, Лена Шуракова, Галя Чуммина сестрасем ĕçе пысăк яваплăхпа туса пыраççĕ. Кашни çулта, уйăхра миçе ача çуралнине шута илсе пыраççĕ. Сăмахран, çитес вĕренỹ çулĕнче парта хушшине 63 ача лармалла, участокра пĕр çул тултарман ачасем-31. Больница çумĕнче 5 тĕрлĕ шкул ĕçлет: диабетпа чирлекенсем, пĕчĕк ача амăшĕсем, гипретонипе тата чĕре чирĕпе чирлекенсем, астмăпа аптракансем, ача кĕтекен амăшĕсем валли. Шкулсенчи занятисене çынсене чирпе кĕрешме, хăйсене хăйсем пулăшма вĕрентеççĕ.

Больница çĕнĕ оборудованипе пуянлансах пырать. Чирлисен анализ пама та района каймалла мар. Тухтăр патне кĕриччен ỹт температурине, юн пусăмне, çын çỹллĕшне тата йывăрăшне тĕрĕслемелли, ЭКГ тумалли ятарлă кабинет пур. Больницăн пĕрремĕш хутĕнче- аптекăпа регистратура, хĕрарăмсемпе ача- пăча консультацийĕн пỹлĕмĕсем инçех мар вырнаçнă. Биохими лабраторийĕ, процедура, массаж, физиотерпи, сиплевпе физкультура кабинечĕсем те пур. Процедура сестри Галина Михайлова, физиотерапи пỹлĕмĕн заведующийĕ Ира Такташкина, Рая Киргизова, Леонид Ильдеров массажистсем чирлисене кăмăллăн йышăнаççĕ.

 -Çемье офисĕ йĕркеленĕренпе пирĕн "Килти стационар" та пур,- тет больницăн тĕп врачĕ Алексей Пантелеймонович Емельянов.

Урăхла калас -тăк, фельдшерсем больницăна килсе çỹрейменнисем патне килне каяççĕ, укол тăваççĕ, ытти сиплевпе пулăшаççĕ. Кунти больницăра ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, инвалидсем тỹлевсĕр шăл ларттарма пултараççĕ. Алексей Пантеелймонович хăй- пĕрремĕш катгорири шăл тухтăрĕ, ăста специалист. Алексей Семенович Прокопьев шăл техникĕ те ĕçе питĕ тирпейлĕ пурнăçлать. Аякри больницăсенче йывăр операцисем чăтса ирттернĕ çынсене тăван тăрăхри больницăра сипленме, вăй илме те майсем пур. Кашни юн кун врачсем, фельдшерсем ялсенчи фельдшерпа акушер пункĕсене тухса çỹреççĕ. Кун валли сывлăх сыхлавĕн министерстви çĕнĕ автомашина туянса панă.

-Больница пурнăçĕнче пурте йĕркеллех пек туйăнать. Ĕçлекенсем пурте аслă тата вăтам пĕлỹллĕ,- каласа парать тĕп врач. -Çапах пăшăрханмалли чылай. Ял халăхĕ сывлăхне упраса пурăнма тăрăшмасть. Ĕçке путаççĕ арçынĕ те, хĕрарăмĕ те, ватти те, çамрăкки те. Йăлт хавшаса çитсен çеç больницăна килеççĕ. "Эпĕ чирлĕ, сирĕн, врачсен, мана чĕртмелле",- тесшĕн вара. Теприсем ĕçрен ниепле те уйрăлаймаççĕ? "Çĕр улми лартам-ха, ĕне пăрулатăр-ха, кайран больницăна кайăп",-тесе чир тарăна кайсан çеç пулăшу ыйтма пыраççĕ. Тепĕр япала, шкулта вĕренекенсем, çамрăксем стоматологи кабинетне тĕрĕсленме çỹремеççĕ те, шăлĕсене юхăнтарса яраççĕ. Çак çитменлĕхсемпе кĕрешес тĕллевпе шкулсене те тухса çỹретпĕр.

Пурлăх бази пуян. Кивĕ çурт пулнă вырăнта халĕ- хуçалăх çурчĕсем. Кунта сыснасем, кроликсем, кăрккасем ỹстереççĕ. Пысăк сад, утар пур. Кăçал хăрнă улмуççисене касса çĕнĕрен вун- вун тĕп улмуççи лартса хăварнă. Икĕ гектар усăсăр выртакан çĕре сухаласа пыл курăкĕсем акнă. Çак ĕçсене Петр Фролов завхоз питĕ лайăх йĕркелесе пырать, вăл ăста утарçă.

Территори йĕри- тавра илемлĕ карта тытса çаврăннă, çамрăк йывăçсем ешереççĕ, икĕ енĕпе тротуар, чечек йăранĕсем илемĕпе илĕртеççюĕ, фонтан ĕçлет. Сипленекенсем процедурăсем хыççăн кунти саксем çине тухса лараççĕ, илемлĕ тавралăхпа киленеççĕ.

Больница коллективĕ тĕрлĕ смотр- конкурса хутшăнса час- часах çĕнтерỹçĕ пулать. 2005 çулта республикăра иртекен "Чи лайăх участок больници", "Садпа парксен çулталăкĕ" конкурссене хутшăнаççĕ. Комисси пăхса кайнă, лайăх хак панă. Тĕп врачăн Алексей Пантелеймонович Емельяновăн тỹпи пурах çак ĕçсенче.

-Хам ĕçе питĕ килĕшетеретĕп, яла ĕçлеме юлнăшăн хĕпĕртетĕп. Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшасси маншăн яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă, малашне те çаплах пулĕ,- терĕ вăл алă парса уйрăлнă чухне.



"Хыпар"
22 июня 2005
00:00
Поделиться