Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

19:42 Поздравление главы администрации района с 60-й годовщиной Победы в ВОВ

Уяв ячĕпе !

Хисеплĕ ветерансем, тыл ĕçченĕсем, хаклă ентешĕмĕрсем! Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 60 çул çитнĕ ятпа саламлатăп! Иртнĕ вăрçă çулĕсем историре мĕн чухлĕ инçетре юлаççĕ, çавăн чухлĕ Тăван çăршыв ирĕклĕхĕшĕн хаяр вăрçăра фашистсене хирĕç хăюллă кĕрешнĕ халăх паттăрлăхĕн мухтавĕ туллирех тата уççăнах палăрать. Вăрçă пĕр çемьерен те айккинччен иртмен. Тăван çăршыва хỹтĕлеме Чăваш Енĕн 208 пин ытла ывăлĕпе хĕрĕ тăнă, вĕсенчен 106 пин çын килĕсене таврăнайман. Патăрьел районĕнчен вăрçă хирне 8 пин ытла çын, çав шутра 41 хĕрарăм тухса кайнă. Вĕсенчен 6034-шĕ киле таврăнайман, 2877 çын хыпарсăр çухалнă. Эпир вăрçăра пуçĕсене хунă çынсене асра тытатпăр. Сирĕн умăрти тĕп тивĕç- эсир сыхласа хăварнă Тăван çĕршыв аталанăвĕшĕн тăрăшасси. Çакна пурнăçлас тĕллевпе экономикăна, ял хуçалăхне аталантарас, сывлăх сыхлавне лайăхлатас тата халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерес енĕпе ĕçлетпĕр.

Сире, хисеплĕ ветерансем, çĕнтерỹçĕсен ретĕнче нумай çул юлма, хастар тата лайăх кăмăл- туйăма упраса хăварма сунатăп. Сире пурне те Аслă Çĕнтерỹ 60-çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламлатăп, чун пуянлăхăшĕн тав тăватăп, сире тата сирĕн çемйĕрсене- сывлăх, ăнăçу,телей тата тăнăçлăх сунатăп!

Райадминистраци пуçлăхĕ                Н.Глухов



06 мая 2005
00:00
Поделиться