Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçлĕ тĕлпулусем-Патарьел малашлахе

Правительство çуртĕнче Пĕтĕм тĕнче Банкĕн муниципалитет фончĕн Чăваш Республикин приоритетлă проекчĕсен презентацийĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн ертỹçи Н.Глухов та хутшăннă. Пĕтĕм тĕнчен банкĕн ушкăнĕ Раççей Правительствипе пĕрле регионсене финанс тĕлĕшĕнчен пулăшу парса аталантарас тĕллевлĕ. Экспертсем халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес, çул-йĕр хывас, ял хуçалăхне тĕрлĕ пулăшу парас проектсемпе уйрăмах кăсăкланчĕç. Республикăн кăнтăр районĕсене (Шăмăршăпа Патăреьлне) таса шывпа Хырла юханшывĕнчен тивĕçтермелле пулать. Çак проекта пăхса тухрĕç. Çавăн пекех презентацинче районти çулсене 2015 çулччен юсаса, çĕнетсе тăмалли программăсене тишкерчĕç. Çакăнтах ял хуçалăхне çамрăк специалистсем ярас ыйту çĕкленнĕ. Йывăрлăха кĕнĕ кооперативсене патшалăх енчен витĕмлĕ пулăшу кỹрес тесен ял хуçалăх отрасльне аталантармалли бизнес- план тумалла, ăна бизнес-центра хỹтĕлемелле. Ун хыççăн финанс тĕлĕшĕнчен пулăшу кĕтме те май пур.

Çак кунах райадминистраци пуçлăхĕ Республикăри финанс министрĕпе Н.Смирновпа тĕл пулчĕ, унпа апрель уйăхĕшĕн районта ача пособийĕсемпе татăлас ыйтăва сỹтсе яврĕ. Паянхи куна 8597 ачана тивĕçтермелле, 684015 тенкĕ укçа кирлĕ.

Раççей перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн ертỹçипе В.Александровпа тĕл пулса пуçарнă калаçура Николай Иванович районта перекет банкĕн çĕнĕ çуртне мĕнле çĕклесе пынипе паллаштарчĕ. Кунта стенасене купаласа пĕтернĕ. "Батыревская" строительство организацийĕн ĕçченĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнине уявличчен тăррине витсе пĕтерме хушу илнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 апреля 2005
00:00
Поделиться