Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăкаклă отрасльсем пулмалла мар

                Виçĕмкун Патăрьелĕнчи райпора Чăвашпотребсоюз правленийĕ вырăна тухса хăйĕн ларăвне ирттернĕ. Унта ЧПС совечĕн председателĕ В.Павлов,Шупашкартан килнĕ ытти хăнасем, çавăн пекех хамăр райпо совечĕн членĕсем хутшăннă. Ларура районти кооператорсем 2004 çулта тата кăçалхи икĕ уйăхра епле ĕçленине тишкерсе тухнă. Пĕтĕмĕшле илсен, патăрьелсен кăтартăвĕсем начар мар. Пĕлтĕр уйрăмах потребкооперацин пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă.   

              Тĕслĕхрен, капиталлă строительство валли 2 миллион тенкĕ(!) ытла, çĕнĕ оборудовани илме тата монтаж ĕçĕсем тума 1,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Паллă ĕнтĕ, çак укçа тỹрех тупăш илсе килеймест. Анчах унсăр та пурнăçпа тан утаймастăн.

           Правлени членĕсем малашне тăкаклă участоксенче ĕçе тĕпрен çĕнетме, укçа- тенке нумайрах суту-илĕве аталантарнă çĕре яма, тупăш çăлкуçĕсене ỹстерме сĕннĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 апреля 2005
00:00
Поделиться