Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аякри тăвансемпе тĕл пулчĕç

Шупашкар районĕнчи Тăрăн ялĕ пирĕн Тăрăнтан 100 çухрăм ытла аявкра вырнаçнă. Ĕмĕрсем каялла республикăн çурçĕр енчи асăннă ялтан темиçе çемье Юхма енне çитсе Пăла юханшывĕ хĕрне вырнаçнă. Хальхи Тăрăн ялĕ çапла пуçланса кайнă тесе çирĕплетеççĕ истори докуменчĕсемпе лери Тăрăн тĕпчевçисем. Районти Тăрăн ялĕнче пурăнакансен пĕчĕк ушкăнĕ ял администрацин пуçлăхĕпе А. Илюкинпа аякри мăн аслашшĕсен ялне çитсе курчĕ. Вĕсем унта ял администрацинче, библиотекăра, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта, çавăнта ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçрĕç, ял историйĕпе, ĕççыннисен пурнăç условийĕпе интересленчĕç, çывăхри ялсем çинчен çырнă кĕнекесемпе паллашрĕç. Шупашкар районĕнчи Тăрăн ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Çĕрпỹ райĕнĕнче пурăнкан паллă таврапĕлỹçĕ В.Николаев аявки хăнасене хăйĕн истори тишкерĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Асăннă тĕлпулăва хутшăннă икĕ тăванла ял çыннисем пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва малашне аталантарас пирки калаçса татăлчĕç. Тăрăн ялĕпе çыхăннă материалсене, ун çинчен пĕлекен ватăсене П.В.Самакина парсан е хыпарласан аван пулĕччĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 апреля 2005
00:00
Поделиться