Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăван ялне таврăнчĕ тейĕн...

Пысăках мар чăваш ялĕнче- Турханта çуралнă Алексее, чирлĕ те пĕчĕкскере, шăпа Питĕре илсе çитерет, унăн пурнăçне тĕлĕнмелле улшăнусем кỹрет. Аран- аран çỹрекенскер, ача часах сывалать. Илеме, ăсталăха юратакан каччă мольберт умĕнчен каймасть. Кĕçех аякри чăваш ялĕнчен килнĕ ачан пултарулăхне пысăк ăстасем асăрхаççĕ. Унăн "Чайнăра" ятлă картини Мюнхенра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери конкурсра диплом илме тивĕçнĕ. Çапла Алексей Афанасьевич Кокель кĕске вăхăтрах Раççейри çеç мар, тĕнчери паллă художниксенчен пĕри пулса тăнă. Унăн 125 çулхи юбилейне халалланă наука- практика конференцийĕнче нумай тĕпчевçĕ, ăсчах чăвашсен пĕрремĕш художникĕн ăсталăхне, пултарулăх еткерне пысăк хак пачĕ. Чăваш патшалăх ỹнер музейĕнче йĕркеленĕ куравра унăн 130 ытла картинине тăратнă. Каярахпа А.Кокелĕн тăван Патăрьел тăрăхĕнче те картинăсен выставки уçăлчĕ.

 Мускавран, Санкт- Петербургран, Харьковран килнĕ хăнасемпе тăванĕсем малтан район администрацийĕнче пулчĕç, Патăрьелсем юлашки çулсенче тунă ĕçсемпе тата вĕсен малашлăхĕпе паллашрĕç. Кун пирки район администраци пуçлăхĕ Н.И.Глухов каласа пачĕ. "Çăкăр" музейра В.Киданов вĕсене çак тăрăхри чăвашсен авалхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ.

Районти тĕслĕх библиотекăра пулчĕç вĕсем. Унта А.А.Кокель пурнăçĕпе ĕçĕ çинчен компьютер залĕнче уйрăм электронлă си-ди-ром хатĕрленĕ. Хăнасене çав ĕçпе паллаштарчĕç. Юбилей тĕлне Турханта А.А.Кокель музей çуртне уçнă. Вăл çак çуртра 1905,1920-1921 çулсенче пурăннине çирĕплетсе Асăну хăми уçрĕç. Ăна республикăри тата Раççейри художник- скульптор В.Нагорнов хатĕрленĕ. Асăну хăми çинчи А.А.Кокель сăнне хăй çырнă автопортрета тĕпе хурса тунă. Çавăнпа та халăхра çамрăк Алексей çитĕнсе, тĕнче курмалăх ырă ят илсе тепĕр хут тăван яла таврăннă пек курăнать.

А.А.Кокель пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен йĕркеленĕ ялти музей чылайранпа ĕçлет. Унта- пин-пин экспонат. Алексей Афансьевичăн пысăк пĕлтерĕшлĕ картинисем ытларах Шупашкарти, Раççейри, тĕнчери музейсенче упранаççĕ. Кунта художникăн тăван тăрăхне сăнарланă экспозицисем, унăн тумĕ, ĕç хатĕрĕсем, мольберчĕ, эскизсем, автопортречĕ, тăванĕсен, тусĕсен портречĕсем, çыравĕсем, ытти хăш-пĕр картина. Т ванĕсем аса илнĕ тăрăх, малтанхи çулсенче кунта чăн- чăн экспонатсем ытларах та пулнă, анчах хăшĕсем çухалнă, хăшĕсем юрăхсăра тухнă. Юрать-ха вун- вун çул каялла историпе чунран кăсăкланакан, А.А.Кокель туприне пухас, упрас, унăн талантне халăха кăтратас тесе çунакан В.Сергеев учитель ĕçлеме пуçлать. Паллах, ăна вăтам шкулпа та, музей ĕçĕпе те, художник юбилейне хатĕрленсе ирттерес енĕпе те ĕçлеме тỹсĕмлĕх те, ăсталăх та, пуçарулăх та нумай кирлĕ пулнă. Шăпах çакна шута илнĕ те ЧР Президенчĕ Н.Федоров ăна "ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят парасси çинчен Указ кăларнă чухне.

Шкул коллективĕ, вĕренекенсем те сахал мар ĕçленĕ. Ỹкерчĕксен конкурсĕсене ирттернĕ, çĕнĕ экспонатсем аса илỹсем пухнă. Милана Раевскаяпа Любовь Зубова вара А.А.Кокелĕн йăх- тымарне тĕпчесе чăн- чăн наука ĕçĕ хатĕрленĕ. Пухăннă халăх, паллă ăсчах- тĕпчевçĕсем вĕсен ĕçне пысăка хурса хакларĕç. Шкул ачисем юбилее килнĕ хăнасене "А.А.Кокель 125 çулта" тесе илемлетсе тĕрленĕ ал тутрисем парнелерĕç.

Юбилей ирттерес енĕпе ĕçленĕ пуçару ушкăнĕн ертỹçи- ЧПУ доценчĕ В.Васильев, университетăн дизайн кафедрин аслă преподавателĕ С.Кокель тата ыттисем ялта çуралса тĕнчере ят илнĕ ỹнерçĕ еткерлĕхне, унăн шкулне упрас енĕпе малалла та нумай ĕçлемелли çинчен каларĕç. Вĕсем ЧПУ ректорĕ Л.П.Кураков академик музей валли ку чухнехи проектпа çĕнĕ çурт лартма ниме йĕркелеме сĕннине ырларĕç.

А.А.Кокель ытларах Харьковра пурăннă. Юбилейре Украинăран килнĕ хăнасем те пулчĕç- Дизайнпа искусство академийĕн проректорĕ С.Рыбин, унпа пĕрле тата пирĕн ентеш. Харьковри ỹнер музейĕн директорĕ В.Мызгина, Харьковра илемлĕ искусствăна вĕрентекен преподаватель. Унăн студенчĕсенчен чылайăшĕ пултаруллă художниксем пулса çитĕнеççĕ. Вĕсем А.А.Кокель уçнă ỹнер академийĕнче ỹнер искусствине аталантараççĕ. Пирĕн пĕрремĕш чăваш художникĕн ячĕ Украинăра та пысăк чыс- хисепре. Халĕ унта та А.А.Кокель юбилейне анлăн паллă тăваççĕ.

Алексей Афанасьевич çуралнă тăван çĕрĕ çинчи уява хатĕрленсе ирттерме Патăрьел районĕ, Турхан ялĕ, "Хастар" ял хуçалăх кооперативĕ, Турханти вăтам шкул пысăк вăй хунă. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Т.Евдокимова чăвашсен паллă художникĕн А.А.Кокелĕн пултарулăхне пысăка хурса хак панă май юбилей ячĕпе ирттернĕ уява пухăннисене ăшшăн саламларĕ.



"Хыпар"
19 марта 2005
00:00
Поделиться