Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Социаллă хỹтлĕх- тĕп вырăнта

2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çĕршыв патшалăх çăмăллăхĕпе тивĕçтерессин çĕнĕ й ĕрки çине куçрĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр регионсенче çăмăллăхсене укçа тỹревĕпе саплаштарнипе кăмăлсăр юлнă çынсем митинга тухкаларĕç. Чăваш Енре вара республика çăмăллăхçисен шăпи пирки малтанах тĕплĕн шухăшланă. Республика Президенчĕ Н.Федоров çине тăнипе вăрçă вăхăтĕнчи тыл ĕçсенĕсене, ĕç ветеранĕсене , реабилитациленĕ тата политика репрессийĕсене пула хур курнă тесе йышăннă çынсене пулăшас тĕллевпе Патшалăх Канашĕ ятарласа саккун йышăннă. Çỹлерех асăннă ушкăна кĕрекенсем кăçалччен усă курнă çăмăллăхсемпе малашне те усă курĕç. Çавăнпа татса паман ыйтусем çав тери нумай тесе калама çук пирĕн. Çакна районта республикăри Ĕçлев, социаллă тата демографи политикин министерствин кунне ирттерни те çирĕплетрĕ. Унта асăннă министерствăн специалисчĕсем хутшăнчĕç. Малтан вĕсем райадминистраци залĕнче структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе тĕл пулчĕç. Кунта сăмах илнĕ министр çумĕ А.Коршунов республикăра çăмăллăхсен реформи çине куçнă тапхăрпа паллаштарчĕ, Чăваш Енре пурăнакансене хỹтлĕхпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тунă çитĕнỹсене аса илчĕ. Иртнĕ çул социаллă тĕп кăтартусем малалла ỹснĕ, çынсен укçа тупăшĕ малтанхи çулхинчен 16 процент пысăкланнă.

Вăтам ĕç укçи 26,3 процент ỹснĕ. Бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен шалăвĕ 3179 тенкĕпе танлашать. Вăтам пенси виçĕмçулхи раштавра 1797 тенкĕ пулнă. 2004 çул пуçламăшĕ тĕлне 14,1 процент хăпарнă. Пенсионерăн пурăнма кирлĕ виçи 1496 тенке çитнĕ. 2002 çултанпа бюджет тытăмĕн çыннисене вăхăтра тỹлесе тăраççĕ.

Ветерансен, инвалидсен, ачаллă çемьесен тата халăхăн хỹтлĕхсĕр ытти категорине пулăшма конкретлă мерăсем çирĕплетнĕ. Социаллă ыйтусене тивĕçтермелли мелсемпе меслетсене çĕнетсе пынă, реабилитаци, сывлăха тĕреклетес тата пушă вăхăта усăллă ирттерес ыйтусем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулнă. Ачасене уйăхсерен пособи тỹлени те- сисĕмлĕ пулăшу. Унăн виçине малашне ỹстерме палăртаççĕ.

 Ветерансен çурчĕсем пирки çакна аса илтерчĕ. Муниципалитет балансĕ çинче тăракан асăннă учрежденисен паспортизацине кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле. Çывăх вăхăтрах ку тытăм патшалăх тивĕçтерекен сектор шутне кĕрет. Анатолий Валентинович калаçăвне малалла тăсса райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов Шăхачри ветерансен çуртне туса пĕтерес ĕçре тивĕçлĕ пулăшу кирлине палăртрĕ. Кун пирки республикăри Ĕçлев, социаллă тата демографи политикин министрĕпе В.Андреевпа сăмах пуçарнине каларĕ. Çавăн пекех унпа Тăван çĕршывăн Аслă вĕрçинче хĕç- пăшал тытса çапăçнă ветерансене автотранспортпа тивĕçтерсе пырассине малалла тăсас ыйтăва сỹтсе явнине пĕлтерчĕ. Халиччен ĕçлекен ветерансен çурчĕсем начаррисен шутĕнче мар-ха пирĕн. Кзыл- Чишмари çемье врачĕн офисĕ çумĕнчи ваттисен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕнче паянхи кун 13-ĕн хỹтлĕх тупнă. Кунта иртнĕ çулсенче Раççей Федераци шайĕнче тĕрлĕ министрсем пулса курнăччĕ. Туçари ветерансен çурчĕнче тăххăрăн пурăнаççĕ. Хăш- пĕрисен тĕп килĕ те, тăван- юлташĕ те çавăнта çеç. Çакна вырăнпа выртса тăракансене юлашки çула ăсатичченех йĕркеллĕ пăхни çирĕплетет. Турханти ваттисен çуртĕнче тăххăрăн пурăнаççĕ, Хирти Пикшикринче- 7, Патăрьелĕнче-9 кун кунлаççĕ, çĕре кĕскетеççĕ. Вĕсенче ятарлă социаллă работниксем вăй хураççĕ. Кунсăр пуçне Патăрьелĕнчи Н.Носкова тăватă ватта хăй хỹттине илнĕ. Вĕсене килĕсенче пулăшса тăрать. Ĕçĕ çăмăл мар социаллă ĕçченсен. Çавах ваттисен кăмăлĕсене тупаççех. Пỹрчĕ- çурчĕсене хутса ăшăтаççĕ, тасатса тирпейлеççĕ, апат хатĕрлеççĕ, мунча кĕртеççĕ тата ытти те. Вĕсен ĕçĕпе райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕ интересленсех тăрать. Иртнĕ эрнере, акă, социаллă центрта ваттисен çурчĕсенче ĕçлекенсен конкурсĕ пулчĕ.

Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Моисеев ветерансене, ыттисене тивĕçекен çăмăллăхсене Патшалăх Канашĕн ларăвĕсенче мĕнле татса пани çинче чарăнса тăчĕ.

Социаллă ыйтусем республикăри патшалăх власть органĕсемшĕн яланах пуринчен малтан татса памалли ыйтусем шутланнă, шутланаççĕ те. Вĕсене татса памасăр обществăри политика тата экономика тăнăçлăхĕ пирки сăмах та пулма пултараймасть. Çакна республика Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура та палăртнă. Ăна тĕпе хурса ĕçлетпĕр районта та.

Райадминистраци залĕнчи тĕлпулу хыççăн министерство кунне хутшăннисем вырăнсене тухса кайрĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов, министр çумĕ А.Коршунов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Моисеев районти çар комиссариатĕнче, Сăкăт ял администрацийĕнче пулчĕç, халăхпа курнăçрĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 марта 2005
00:00
Поделиться