Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Акана хатĕрленсе

Кунсем вăрăмланнă майăн çураки пирки ытларах шухăшлама тивет. "Заря" кооперативра акана 15 трактор хутшăнмалла, вĕсене юсама пуçланă. Хальлĕхе 50 проценчĕ ĕçе тухма юрăхлă. Ыттисене те "сиплеççĕ", юсав пайĕсенчен татăк тăман. Кăкарса çỹремелли хатĕрсене те яваплă тапхăра валли хатĕрлеме тытăннă. "Хурçă утсене" механизаторсем хăйсемех линейкăна тăма юрăхлă тăваççĕ, вĕсене А.Хвостов тимрĕç пулăшать. Çунтармалли- сĕрмелли материал янтăлама тытăннă, паяна 15 тонна пур.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 марта 2005
00:00
Поделиться