Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Администраци кунĕ

Кĕçнерникун районта администраци кунĕ иртнĕ. Информаци ушкăнĕсем Пăлапуç Пашьел, Аслă Чемен, Нăрваш Шăхаль тата Çĕнĕ Ахпỹрт ял администрацийĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă.

Райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов Ыхра Çырми тата Чăваш Ишек халăхĕпе курнăçнă. Николай Иванович районăн 2005 çулхи тĕллевĕсемпе, тумалли ĕçсемпе паллаштарнă. Пĕлтĕр Юхма тăрăхĕнче ялсене газификацилессипе чылай вăй хунă, апла пулин те Ыхра Çырминчи шкул коллективне, çынсене ялта çутçанталăк ырлăхне кĕртессине вĕçлесси хумхантарать. Таса шыв проблеми те никамшăн та ют мар иккен. Урамсене хăйсен тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ паллă çынсен ячĕсене парассине те хускатнă. Аслă çултисене çул çỹренĕ чухне çăмăллăхсемпе усă курасси, эмелсемпе тивĕçтересси пăшăрхантарать. Н.Глухов тата информаци ушкăнне хутшăнакансем кашнин ыйтăвне тĕплĕн хуравланă.

Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине халалласа кăларнă медале парасси малалла пынă май, Николай Иванович вăрçă тата тыл ветеранĕсене асăннă наградăна панă. Ăна хальхинче Пăлапуç Пашьел, Аслă Чемен, Тури Чакă, Татмăш, Нăрваш Шăхаль, Вăрманхĕрри Шăхаль тата Ясная Поляна ялĕсенче пурăнакан ветерансем илнĕ. Хальлĕхе 2189 медаль хăйсен хуçисем патне çитнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 марта 2005
00:00
Поделиться