Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çулталăка пĕтĕмлетнĕ

"Первомайск" хуçалăхра отчет пухăвĕ иртнĕ. Малтан специалистсем- И.Киргизов агроном, В.Чуммин инженер хăйсен отраслĕнчи ĕç- хĕлпе паллаштарнă. Хирте ỹснĕ культурăсем кассăна укçа кĕртнĕ пулсан, выльăх- чĕрлĕхе усрани тăкак кỹнĕ. Пухăва кооператив ертỹçи М.Петров пĕтĕмлетнĕ.

Хуçалăх 2004 çулта 117 пин тенкĕ тăкакпа вĕçленĕ, анчах патшалăх субсиди парса пулăшнисене шута илсен тупăш 2 миллион тенкĕрен иртет. Кооперативра тăрăшакансене пĕлтĕрхишĕн ĕç укçи парса пĕтернĕ, вăл вăтамран 1276 тенкĕпе танлашать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 марта 2005
00:00
Поделиться