Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсенчен вĕренмелли пур

Патăрьел районĕнче "Чăваш Республикинчи ял хуçалăх организацийĕсенче 2005 çулта сахăр кăшманĕ туса илесси" темăпа республика семинарĕ иртрĕ. Ку енĕпе иртнĕ çулта районта пухнă опытпа пухăннисене ял хуçалăх управленийĕн ертỹçи М.М.Калмыков паллаштарчĕ.

Патăрьелсем пĕлтĕр çак культурăна 2005 çулхинчен 6,5 хута яхăн нумайрах туса илнĕ. Вăл 1402 гектар йышăннă, гектар тухăçĕ 300 центнер пулнă. Республика пĕтĕмпе туса илнĕ сахăр кăшманĕнчен 52 проценчĕ çак район тỹпи шутланать. Тăхăр ял хуçалăх предприятийĕ "Татфондбанкпа" çыхăну тытнă, унран сахăр кăшманĕ акса ỹстерме 30 миллион тенкĕ инвестици илнĕ.

Кăçал Патăръелсем тата пысăкрах çитĕнỹ тăвас ĕмĕтлĕ. Сахăр кăшманĕн лаптăкне виçĕ пин гектара çитересшĕн, уй- хирте çĕнĕ технологипе анлăрах усă курсшăн.

Семинарта "Сергачри сахăр завочĕ" АУО ертỹçи Р.И.Яруллин Чăваш Республикинче туса илекен пылак çимĕçе еплерех йышăнасси çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Семинар ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председатеĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев, район администраци пуçлăхĕ Н.И.Глухов хутшăнчĕç.



"Хыпар"
16 февраля 2005
00:00
Поделиться