Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

1-мĕш номерлĕ юбилей медалĕпе Раççейре чи малтан пирĕн ентеше наградăланă

Патăрьел тăрăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăлĕн, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕн, районăн хисеплĕ гражданинĕн А.П.Табаковăн 85 çулхи юбилейне иртнĕ вырсарни кун сумлăн паллă турĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранне, Çĕнтерỹ парадне виçĕ хут хутшăннă Александр Порфирьевича Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнĕ ятпа ятарласа кăларнă 1-мĕш номерлĕ юбилей медальне паттăр салтак кăкăрĕ çине çакрĕ, хаклă парне пачĕ.

Патăрьел ялĕнче çуралнă А.П.Табакова тăванĕсемпе çывăх çыннисем фронта 1942 çулта ăсатнă. Миномет расчечĕн командирĕ Сталинградшăн çапăçнă, Донбаса ирĕке кăларнă. Пĕр хут çеç мар аманнă. Вăрçăн юнлă çулĕсем чăваш каччишĕн, каярах взвод командирĕшĕн, Кенигсбергра вĕçленнĕ. Тăван яла таврăнсан тỹрех мирлĕ ĕçе кỹлĕнет ĕнерхи фронтовик- тĕрлĕ ĕçре вăй хурать вăл. Кирек ăçта ĕçлесен те ырă ята тивĕçет. Вăрçă паттăрне наградăна панă май Чăваш Республикин Президенчĕ юбилей медалĕн удостоверенийĕнче пĕрремĕш номер тăнине уйрăммăн палăртрĕ. "Чăваш Енре çуралса унтах пурăнакан ветерана пĕрремĕш номерлĕ медале пани Чăваш Республики Аслă Çĕнтерĕве хывнă тỹпене пысăк хак паниех,- тенĕ Николай Васильевич. -Асăннă наградăна пама хатĕрленĕ списокра сакăр миллион ытла ветеран, анчах вĕеснчен чăваш пĕрремĕш пулни пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, пысăк чыс, мăнаçланмалли пулăм. Тăван халăхăмăрăн ывăлĕ- хĕрĕ йывăр вăхăтра хăюлăхпа паттăрлăх, чăтăмлăх кăтартнă. Вĕсен пурнăçĕ- çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх".

Президент çавăн пекех Патăрьелĕнче çĕкленекен, авăн уйăхĕнче уçăлакан пĕрремĕш вăтам шкула çитсе курнă. Çутă, таса, хăтлă классем кĕçех ачасен хаваслă сассипе тулĕç, икĕ спортзалра сывлăхне çирĕплетĕç вĕсем. Шкул территорийĕнчех гараж, теплица, газпа ĕçлекен котельнăй, спорт площадкисем вырнаçнă. "Çĕнĕ шкул районта пурăнакансемшĕн паха парне пулĕ. Уншăн пирĕнпе пĕрлех паллă педагог, вăрçă паттăрĕ, Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлĕ Александр Порфирьевич Табаков та савăнать",- тенĕ Николай Васильевич.

Ĕçлĕ визит вĕçленнĕ май Н.В.Федоров Патăрьел район администраци пуçлăхĕпе Н.И.Глуховпа тĕл пулнă, районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе, кăçалхи ĕçсен планĕпе паллашнă.



"Хыпар"
08 февраля 2005
00:00
Поделиться