Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Витĕмлĕ ĕç кирлĕ паян

Январĕн 24-мĕшĕнче райадминистраци подразделенийĕсен ертỹçисен черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ученăй канашĕн Турхан ялĕнче ирттернĕ ларăвĕпе паллаштарнă. Ку эрнере тата пĕрремĕш кварталта тумалли ĕçсене пăхса тухнă. Канашлура кашни уйăхра, кĕçнерникун, район администрацийĕн кунне ирттерме йышăннă. Унта райадминистраци пуçлăхĕ, унăн çумĕсем, управленисен тата пайсен ертỹçисем хутшăнĕç. Кăçал пуçласа ăна январĕн 27-мĕшĕнче, Красномайскм тăрăхĕнче ирттерме палăртнă. Районти тĕп больницăн врачĕ Н.Тинюков пĕлтернĕ тăрăх, грипп чирĕ сарăлма пуçланă. Н.Глухов çакна шута илсе витĕмлĕ йышăнусем тумаллине каланă. Çураки ыйтăвĕ те канашлура айккинче юлман. Иртнĕ эрнере ял хуçалăх предприятийĕсен специалистчĕсемпе тĕл пулнă, 2004 çула пĕтĕмлетнĕ. Кăçал тумалли ĕçсене палăртнă. Районта пурăнакансен пурнăç усовийĕ лайăхланнă май, коллективлă антенна лартасси пирки сăмах хускатнă. Çывăх вăхăтра ку тĕллевпе "Волга Телеком" уçă акционер обществипе калаçу пуçлассине пĕлтернĕ. Канашлура паха шывпа тивĕçтересси, çăмăллăхсемпе усă куракансене свидетельство парасси пирки те сăмах пынă.


"Авангард" (газета Батыревского района)
26 января 2005
00:00
Поделиться