Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнтерỹ кунне хатĕрленсе

Райадминистраци залĕнче Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илес енĕпе йĕркеленĕ комисси ларăвĕ иртрĕ. Ăна унăн председателĕ, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пычĕ. Ларура кашни комисси членĕ умĕнче тăракан тĕллевлĕ ĕçсене палăртрĕç. Ытти çулсенче Çĕнтрỹ уявĕ умĕн районти ĕç коллективĕсем хăйсен пултарулăхне Культура çурчĕсенче кăтартса отчет тунă. Лару çакна кăçал та йĕркене кĕртме сĕнчĕ. Районти шкулсенче вĕренекенсем Аслă Çĕнтерỹ темипе сичиненисем çыраççĕ, вăрçă ветеранĕсемпе тĕлпулусем ирттереççĕ. Шăматкун, акă, районти Культура çуртĕнче ачасен коллективĕсен "Чăваш ен чечекĕсем" конкурсĕ иртет. Январĕн 23- мĕшĕнче пуçланакан оборонăллă- масăллă ĕçсен уйăхлăхне хутшăнса чылай мероприяти ирттерме сĕнсе хăварчĕç шкулсене. Пĕрлех лару тимур отрячĕсене йĕркелесе кашни вăрçă ветеранĕ, инваличĕ, тыл ĕçченĕ, салтак арăмĕ патне çĕнĕрен сукмак хывма кирлине палăртрĕ. Районти тĕп больница специалисчĕсем çỹлерех асăннă категорине кĕрекен çынсем патне тимлĕх уйăрас енĕпе, палăртнă кун, графикпа килĕшỹллĕн ялсенчи фельшерпа акушер пункчĕсене тухса çỹреççĕ. Вĕсенче сывлăха тĕрĕслессине, сиплемелли эмелсем çырса парассине тĕпе хураççĕ. Кунсăр пуçне фельшерпа акушер пункчĕсенче ĕçлекенсене ветерансем патне кашни эрнерех килĕсене çỹреме хушнă. Ĕçе мĕнле пурнăçлани çинчен уйăхсерен ирттерекен канашлусенче итлеççĕ. Ветерансен ыйтăвĕсене шута илсе тата тĕрлĕ çăмăллăхсем кỹрес тĕллевпе район больницине республикăри кардиодиспансер е ытти больницăсен специалисчĕсене чĕнеççĕ. Çĕнтерĕве тивĕçлипе кĕтсе илес енĕпе пуçарнă ĕç пырать. Анчах çителĕклех мар. Вăрçă ветаранĕсем, инваличĕсем пирĕн хушăмăртан çулсерен сайралса пыраççĕ. Çавăнпа та кăçал кашнийĕн патне çитме май тупмаллах. Çỹрекеннисене тĕл пулăва чĕнмелле. Çакнашкал комиссине кашни ял администрацийĕнчех йĕркелемелле. Палăксене юсас ĕçе халех пуçăнмалла. Вĕсене пăхса тăрасси, территорийĕсене тирпей- илем кĕртесси- пирĕн, сыввисен, тивĕçĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
26 января 2005
00:00
Поделиться