Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Техника юсаççĕ

Техникăсăр ака та тăваймăн, вырма та ирттереймĕн. "Родина" хуçалăхра çуракине хутшăнакан хатĕрсене юсама тытăннă. "Хурçă утсене" Ф.Шакеев, П.Трифонов, Г.Лекарев тирпейлеççĕ. Кăкарса çỹремеллисене те "сиплеме пуçланă". Хуçалăхра яваплă тапхăр çитиччен пурне те хатĕррисен ретне лартассишĕн тăрăшаççĕ. Хальлĕхе юсав пайĕсемпе мĕн пуррисемпе усă кураççĕ, çуккисене илсе килеççĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
15 января 2005
00:00
Поделиться