Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шупашкарта- ĕçлĕ тĕлпулусенче

Январĕн 11-мĕшĕнче райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов Шупашкарта пулнă, вĕрентỹ министрĕн çумĕ В.Сапожниковпа курса калаçнă. Вăл пĕрремĕш шкулăн çĕнĕ çурчĕ пирки сăмах хускатнă. Ăна сентябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне хута яма палăртнă. Кунта электичество линийĕсене хурса пĕтернĕ, тăватă уйăх хушшинче шалти ĕçсене те вĕçлесшĕн. Сĕтел- пукансем тума заказ панă. Çак кунах Николай Иванович ял хуçалăх министрĕпе М.Игнатьевпа курнăçнă, çурхи ĕçсене ирттерме укçа уйăрас тата лизингпа техника туянас ыйтусемпе калаçнă. Строительство тата архитектура министерствинче район пуçлăхĕ С.Банюк çумпа районта шыв кĕртесси çинче чарăннă. Сăмах май, Юхма енри 12 ял "Таса шыв" программăна кĕнĕ. Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕпе В.Атроховпа Н.Глухов Сител-Первомайски-Пỹртлĕ çула тăвас ыйтупа тĕл пулнă. Ку трассăна хута ярсан шкул автобусне те çỹретме ирĕк параççĕ. Министерсвăра хускатнă проблемăсем пурнăçа кĕрессе шанас килет. Кăна газификаципе лайăх ĕçленипе çыхăнтармалла. Икĕ çулта 7026 хуçалăха газ çитнĕ. Пĕлтĕр кăна 5306 çуртра ăшăнма пуçланă. Ку вăл республикăри 2001 çулхи кăтартупа тан.


"Авангард" (газета Батыревского района)
15 января 2005
00:00
Поделиться