Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район администрацийĕнчи улшăнусем

ЧР Президенчĕ тата Министрсен Кабинечĕ Чăваш Республикинче ĕç тăвакан органсен ĕçĕ-хĕлне çĕнетес пирки кăларнă йышăнусене пурнăçласа, район пуçлăхĕ Н.Глухов район администрацийĕн структурин стандартне çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн, администрацин штат расписанине улшăнусем кĕртсе тирпейленĕ. 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче пуçласа райадминистрацин халиччен ĕçленĕ управленийĕсемпе пайĕсене пĕтернĕ, вĕсем вырăнне çаксене туса хунă: -вĕрентỹ, физкультура тата çамрăксен политикин управленийĕ? -экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕ? -культура, информаципе тивĕçтерекен тата архив ĕçĕн пайĕ? -хăйтытăмлăх ыйтăвĕсен, организаци тата кадрсен пайĕ (унтах ГО тата ЧС ĕçĕсен штабĕ кĕрет)? -бухгалтери учечĕ тата пĕтĕмĕшле тивĕçтерỹ пайĕ. Çĕнĕ штаб расписанийĕ тăрăх, культура , информаципе тивĕçтерекен тата архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ пĕр вăхăтрах район пуçлăхĕн çумĕ шутланать. Вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ район пуçлăхĕн çумĕ пулнă йĕркене пăрахăçланă. Январĕн 11-мĕшĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов культура, информаци тивĕçтерĕвĕ тата архив ĕçĕн начальникĕ- район пуçлăхĕн çумĕ пулма Анатолий Николаевич Маркова çирĕплетнĕ. Вăл халиччен Красномайски ял администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
15 января 2005
00:00
Поделиться