Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçе пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене çивĕчлетнĕ

 Райадминистраци пуçлăхĕн Н.Глухов ял администраци пуçлăхĕсен канашлăвне ирттернĕ. Вăл районта газификаци ыйтăвĕсемпе мĕнле ĕçленипе тата экономикăри пĕтĕмлетỹсемпе паллаштарнă. Газ программине пурнăçа кĕртессишĕн, лайăх ĕçленисене тав тунă. Кăçалхи задачăсене те çивĕчлетнĕ. Республика Президенчĕ Н.Федоров 2005 çула Парксемпе садсен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ май, райадминистраци пуçлăхĕ район хăтлăхĕшĕн тата тавралăха симĕслетессишĕн тĕллевлĕ ĕçлемеллине каланă. Кашни ял администрацийĕнчех аллейăсемпе парксем тăвассимпе тăрăшмаллине палăртнă. -Çуркунне ытларах вăй хума тивет, анчах ĕçе йĕркелес пирки паянах тăрăшмалла,- тенĕ Н.Глухов сăмахне пĕтĕмлетнĕ май. Кăçал Çĕнĕ çул уяв тĕлне районта урамсене илемлетессипе ытларах вăй хуни сисĕнчĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьел, Аслă Чемен, Кзыл Чишма, Нăрваш Шăхаль тата Тăрăн ял администрацисенче лайăх ĕçленипе, конкурсри çĕнтерỹçĕсемпе районăн тĕп архитекторĕ В.Ижедеров паллаштарнă. Солциаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Ф.Майорова ĕç тата вăрçă ветеранĕсене, политика репрессине лекнисене, айăпсăр айăпланисене свидетельство парасси мĕнле пыни пирки каласа панă. Вăрă вăрлать те хăварать, пушар хыççăн нимĕн те юлмасть. Чрезвычайлă лару- тăру тата гражданла оборона штабĕн начальникĕ Г.Седойкин 2004 çулта миçе хутчен "хĕрлĕ автан авăтнине" пĕлтернĕ. Ял администраци пуçлăхĕсене пушара хирĕç кĕрешессипе ытларах ĕçлеме, пĕччен пурăнакан ватă çынсем электричество пăралукĕсене улăштарассипе ытларах тимлĕх уйăрма сĕннĕ. Çанталăк ăшă тăнипе çуркуннехи шыв- шур ир тапранма пултарас енĕпе те хальтерех мерăсем йышăнма асăрхаттарнă. Районти демографи лару- тăрăвĕпе ЗАГС пайĕн начальникĕ О.Гусарова паллаштарнă. Пĕлтĕр районта 442 ача çуралнă, 628 çын вилнĕ. 203 çулхипе танлаштарсан иртнĕ çул çут тĕнчене 2 ача ытларах килнĕ, вилеслĕх те сахаланнă. 230 мăшăр пĕрлешни, 73 уйрăлнă.


"Авангард" (газета Батыревского района)
15 января 2005
00:00
Поделиться