Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Янташа асра тытса

Районта паллă художник Алексей Кокель çуралнăранпа 125 çул тултарнине чыслăн кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Ку енĕпе мероприятисен планне тунă. Шкулсенче Алексей Афанасьевича халалласа семинарсем, уçă уроксем иртеççĕ, викторинăсем пулаççĕ, выставкăсем йĕркелеççĕ. Турханта вара художник пурăннă урама, музей- усадьбăна тирпей- илем кĕртеççĕ. Кокель ячĕпе иртнĕ çул унта парк никĕсне хыврĕç. Халĕ "Пĕрремĕш чуваш художникĕн- профессорĕн çĕршывĕ" стенд хатĕрлеççĕ. Уяв тĕлне Турханти вăтам шкула çутçунталăк ырлăхĕпе хутса ăшăтмалла тăвасшăн. Ялти Культура çуртĕнче тата районти "Çăкăр" музейре Кокель пурнăçĕпе ĕçĕ- хĕлне кăтăртакан кĕтессем уçăлĕç.


"Авангард" (газета Батыревского района)
12 января 2005
00:00
Поделиться