Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăрлăх хатĕрлеççĕ

"Первомайск" хуçалăхра çураки ирттерме 135 тонна тĕш- тырă вăрлăхĕ хатĕрленĕ. Вĕсене çум курăк вăррисенчен, çỹп- çапран тасатма пуçланă. Çурхи тулла, урпана, пурĕ 80 тонна, алланă. Хальлĕхе 68 проценчĕ кондицине ларнă, унтан 44-шĕ- 1 тата 2 класлă. Ĕçе Ю.Федоров машинист йĕркелесе тăрать. Вăй хуракансенчен З.Горшкована, Р.Волкована палăртса хăварма кăмăллă.


"Авангард" (газета Батыревского района)
12 января 2005
00:00
Поделиться