Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уявра савăнчĕç

Çĕнĕ çула ытларах ачасем кĕтеççĕ. Вĕсемшĕн чăрăш тавра юрласа ташласси хăех тем пысăкăш савăнăç. Январĕн 6-мĕшĕнче районти культура çуртне инвалид- ачасем пухăнчĕç. Хĕл Мучипе Юрпике вĕсене парнесем пачĕç. Культура ĕçченĕсем юмахри сăнарсене капăлласа уява тата та кăсăклăрах тума тăрăшрĕç. Çĕнĕ çулпа пуçтарăннисене райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Ф.Майорова саламларĕç.


"Авангард" (газета Батыревского района)
12 января 2005
00:00
Поделиться