Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Суд саки çине элекшĕн

Саккунпа килĕшỹллĕн, йĕркелĕхшĕн кĕрешекенсен тĕрлĕрен преступлени тăвакансемпе куçа- куçăн тăма тивет. Хăшĕ- пĕрисене пакунлисене чике тăршшĕ лартасси те нимĕн те мар пек туйăнать пулас. Темиçе уйăх каялла В.Сергеев районти шалти ĕçсен пайне унăн симĕс тĕслĕ ВАЗ-21074 çăмăл автомашинине "Батыревская" МСО умĕнчи площадкăранах илсе кайни çинчен пĕлтернĕ. Тĕпчев- тĕрĕслев ирттернĕ тăрăх ăна виçĕ тус- В.Сергеев, В.Цыганов, А.Васильев пĕрле укçа пуçтарса туянни палăртнă. Çавăнпа та "жигулипе" черетпе çỹренĕ. Анчах та март уйăхĕнче ăна В.Цыгановăн парăмĕшĕн илсе кайнă. Кун пирки вĕсем пурте пĕлсе тăнă, çапах та май пуррипе усă курса питĕ чее меслет шыраса тупнă, хăваласа "тарнă" машинăшăн страховка укçине илес тĕллевпе райшалĕçпайне тĕллевпе райшалĕçпайне çырупа тухнă. В. Сергеева РФ Укăн 306 статйин пĕрремĕш пайĕпе суя элекшĕн айăпланă. Çакнашкал шутласа кăларнă тĕслĕхсенчен чылайăшĕ кирлĕ пĕтĕмлетỹ тумаççĕ. Мĕн шухăшлани, ĕмĕтленни пурнăçа кĕрет теççĕ пулас. Шăнкăртамри Н.Чебанинпа та çаплах пулса тухнă. Транспортшăн налук тỹлессинчен пăрăнас тĕллевпе çакскер каллех райшалĕçпайне çыру çырнă. Октябрĕн 22- мĕшĕнче каçхине унăн ЗАЗ-1102 автомобильне килти картишĕнченех хăваласа кайнă, имĕш. Тĕрĕслев вăхăтĕнче каллех суя элек тăрă шыв çине тухнă. Техникăна вăл икĕ çул каяллах Ю.Портнова сутнă иккен. Район прокуратури асăннă икĕ ĕçпе те уголовлă ĕç пуçарнă, суда панă. Район сучĕ В.И. Сергеева 3000 тенкĕ штрафланă. Чебанин пирки те тивĕçлĕ приговор пулĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
12 января 2005
00:00
Поделиться