Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ят-чыса ỹстерме çăмăл-и

 Патăрьелĕнче тĕрлĕрен професси илме пулăшакан училище республикăра та кăтартуллисен шутĕнче. Коллектив спортра та, культурăллă мероприятисенче те, вĕрентỹре те пусма çумне хушса çỹлелле хăпарсах пырать. Çакна коллектив çитĕнĕвĕсене тăтăшах пĕрле пайлани те витĕм кỹрет пулас. Çак кунсенче çеç, акă, вĕсем Н.З. Чинкина "Раççей Федерацийĕнчи пуçламăш професси пĕлĕвĕн çутĕç отличникĕ" хисеплĕ ята панă. Ят- чыса çак шая çитерме çăмăлах мар. Наиль Зиатдинович çирĕм çул ытла ĕнтĕ çитĕнекен ăрăва спорта явăçтарас ĕçре кăмăллă улшăнусем тăвать. Çакнашкал ята вăл коллективра виççĕмĕш çĕнсе илнĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
06 января 2005
00:00
Поделиться