Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пасарти уяв

2004 çулăн юлашки кунĕ "Юхма" пасарта ĕçлекенсемшĕн, тавар тунакансемшĕн нумайлăха асра юлĕ. Кунта Хĕл Мучи, Юрпике, тĕрлĕ юмахсенчи сăнарсем, музыкантсем килчĕç. Вĕсем шỹтлĕ конкурссем ирттерчĕç. Суту- илỹ речĕсемпе тухса пурне те çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕç. Сутă тăвакансене, тавар туянакансене юрăсем юрлаттарчĕç, сăвăсем калаттарчĕç, ташлаттарчĕç, савăнтарчĕç. Çĕнтерỹçĕсене парнесем пачĕç. Хĕл Мучи хутаççи те сулмаклă пулчĕ. "Юхма" пасар администрацийĕ призсем, парнесем, пылак çимĕçсем туянма çеç 2000 тенкĕ уйăрнă. Çакна та палăртмалла. Çĕнĕ çула çакнашкал чыслăн кĕтсе илесси кунта çĕнĕлĕх мар. Хĕл Мучипе Юрпике пасара тăваттăмăш çул килчĕç. Ку енĕпе рынок администрацийĕ районти культура тата архив ĕçĕсен пайĕпе килĕшỹ тунă. Çак кун пасарĕ те акатуй пек кĕрлерĕ. Кунти уява кỹршĕ районсенчи предпринимательсем, тавар туянакансем йышлăн хутшăнчĕç.


"Авангард" (газета Батыревского района)
06 января 2005
00:00
Поделиться