Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Парне-газ

Çĕнĕ çул умĕн районта республикăри Строительство, архитектура тата коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Михаил Янковский пулчĕ. Хăнапа райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов Патăрьелĕнчи газ валеçекен станцине, Первомайскинчи çемье врачĕн офисне, унти вĕрентỹ центрне çитрĕç, ачасене пысăк парне кỹчĕç, вĕрентỹ центрĕн котельнăйĕнче газ çутрĕç. Çак ырлăх Сителĕнчи Хомуткинсем патне те çитрĕ. Николай Иванович "Ударник" ял хуçалăх кооперативĕнче ĕçлекен çемье пуçлăхне çав ятпа парне пачĕ. Сител ялĕ район центрĕнчен самай аякра вырнаçнă. Кам шутланă-ха унта 2004 çулта çутçунталăк ырлăхĕ çитессе. Республика тата район ертỹçисен тăрăшулăхĕ сая каймарĕ. Çакăншăн ял халăхĕ, ача-пăча вĕсене чĕререн тав тăвать.


"Авангард" (газета Батыревского района)
06 января 2005
00:00
Поделиться