Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юхма енче йыш ỹсет

Хальлĕхе Патăрьел районĕнче те, ытти çĕрти пекех, вилекен çуралаканран нумай. Анчах хăш-пĕр ялта ỹкерчĕк пачах урăх енне çаврăннă-çуралакан ытларах. Чăннипе, пепке çуратакансен хушшинче хăйне майлă ăмăрту пырать тейĕн кунта. Акă, иртнĕ çулта ултă амăшĕ "йĕкĕрешсем" илсе килнĕччĕ. Кăçал ун пекки пулмарĕ-ха. Ун вырăнне Çĕнĕ çула "çĕнĕ кайăкпа" кĕтсе илес текен йышланнă. Ку уйăхра кăна 20 яхăн ачана ят хунă. Вĕсенчен ытларахăшĕ- арçын ачасем. Раштав варринче вара- раштавăн 15-мĕшĕнче- ача амăшĕсем чăн-чăн рекорд тунă. Çак кун администрацин ЗАГС пайĕнче харăсах ултă пăхаттире регистрациленĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
29 декабря 2004
00:00
Поделиться