Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрремĕш курссене чысларĕç

Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче чăваш филологийĕпе культура факультечĕн студенчĕсемшĕн пысăк уяв пулчĕ. Пĕрремĕш курссене халалласа ирттерчĕç ăна. Филиалăн çутă та хăтлă залне студентсемпе пĕрлех профессорсемпе преподавательсем те пуçтарăннă. Мероприятине филиал директорĕн çумĕ Ю.Мартынова уçрĕ. Вăлах студент билечĕпе зачет кĕнекине чи маттур чăваш хĕрĕсемпе каччисене алран тыттарчĕ. Филологипе истори факультечĕн кафедра пуçлăхĕ В.Андреев доцент Юхма ен халăхĕ телейлĕ пулнине, кунта филиал уçса ял ачисем вырăнтах аслă пĕлỹ илме пултарнине палăртса хăварчĕ. Вĕренỹ заведенийĕ, иртнĕ çулсемпе танлаштарсан, чылай улшăннине, кабинетсемпе аудиторисенче тирпей- илем хуçаланнине çирĕплетрĕ Валерий Васильевич. Филологипе истори кафедрин доценчĕ, филологи наукисен кандидачĕ А.Емельянова, С.Харитонова ассистент тата ыттисем те саламларĕç пĕрремĕш курссене. Студентсем те парăмра юлмарĕç. Сцена çинче юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.


"Авангард" (газета Батыревского района)
29 декабря 2004
00:00
Поделиться