Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçлесен тупăшĕ те пур

"Була" хуçалăх кăçал сахăр кăшманне Пăвари сахăр завочĕпе килĕшỹ туса 208 гектарта çитĕнтерчĕ. Тымар- çимĕç лаптăкĕнче пĕрре те алă вăйĕпе усă курман. Тăрăшнин усси пур. Мĕнпурĕ 4337 тонна (таси) кăшман ăсатнă. Сахăрлăхĕ те пысăк: 17,2 процент. Хуçалăха миллиона яхăн тупăш кĕнĕ. Кăçал туяннă сеялкăшăн тата опрыскивательшĕн 338 пин тенкĕлĕх татăлма пултарнă. Çитес çул чĕкĕнтĕре 200 гектарта акма, 300 центнертан кая мар тухăç илме палăртаççĕ. Тĕш-тырă вăрлăхĕсене кондицине лартассипе те тимлĕх уйăраççĕ. Алласа пĕтернĕ. Урпа тасалăхĕпе кирлĕ шая çитейменипе сортировка машини витĕр тепĕр хут кăларнă.


"Авангард" (газета Батыревского района)
29 декабря 2004
00:00
Поделиться