Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уяв аван иртрĕ

Ача амăшĕсен кунне кăçал эпир çиччĕмĕш хут уявларăмăр. Чылайранпа мар пулин те, вăл чи юратнисенчен пĕри пулас. Мĕншĕн тесен анне кашнийĕншĕнех чи çывăххи, чи хакли. Аннесен кунне уявланă май, районта тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕç. Ача сачĕсенче утренниксем пулчĕç. Шкулсенче "Анне чĕри" ỹкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Унăн иккĕмĕш турĕ районти ачасен творчество çуртĕнче пычĕ. Мала тухнă 3 номинаципе суйласа илнĕ 9 ĕçе Шупашкара ячĕç. Аннесемшĕн тăрăшни палăратех. Акă, ĕçе вырнаçтаракан федераллă патшалăх службин департаменчĕ урлă кăçал 537 хĕрарăма ĕçпе тивĕçтернĕ. 623 çамрăк çуллахи каникул вăхăтĕнче килĕшỹпе тухнă. Социаллă хỹтлĕх пайĕ кĕркуннехи каникул кунĕсенче нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи 21 çамрăка "Алый парус" сывлăх учрежденине канма янă. Ача амăшĕсен кунне йĕркеллĕ ирттерме вырăнсенче ял администрацийĕсем те хутшăннă. Культура çурчĕсенче концертсем кăтартнă. Алманчăри, Первомайскинчи, Сăкăтри библиотекăсенче ỹкерчĕксен, ал ĕçсен выставкине йĕркеленĕ. Сăкăтри тĕслĕхлĕ вулавăша "Пурте лайăх аннесем" ятпа çавра сĕтел хушшинче калаçу пуçарнă. Кунта райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов та хутшăннă. Вăл ача амăшĕсене саламланă май Тинюковсен çемьине "Çемье çулталăкĕ" конкурсра ĕçнтернĕшĕн Диплом тата асăнмалăх парне панă.


"Авангард" (газета Батыревского района)
04 декабря 2004
00:00
Поделиться