Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăслă çын яланах хисеплĕ Патăрьелĕнче

Чăваш патшалăх университечĕн филиалне уçнăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ. Анчах çак тапхăрта мĕн чухлĕ çын пĕлỹ илме пултарчĕ! Паян кунта 687 студент вĕренет, вĕсенчен 111-шĕ- куçăмлă майпа. Аслă пĕлỹ илнине диплом кăна мар, тавракурăм та çирĕплетмелле. Преподавательсем хушшинче наукăна чун-чĕререн парăннă çынсем: доцентсем, кандидатсем, докторсем нумай. Вĕсем студентсене чăннипех те тарăн пĕлỹ парас тесе тăрăшаççĕ. Тутар филологийĕнче вĕренекенсем патне тĕрĕк тĕнчипе паллă Хисамова, Гильязов профессорсем Хусантан килеççĕ. Пĕлтĕр пĕрремĕш кăларăм пулчĕ. Юриспруденци факультетене илсен те, тĕп университетрипе танлаштарсан Патăрьелĕнче хăйне майлă уйрăмлăхсем пур. Пирĕн студентсене Чĕмпĕр патшалăх университечĕн ученăйĕсем те пĕлỹ параççĕ. Юридици факультечĕн кăнтăр уйрăмĕн деканĕ Н.Боровинская, çумĕ Е.Абдрахманова, гражданла тата уголовлă право енĕпе ученăйсем, пирĕнпе тачă çыхăну тытаççĕ. С.Матросов, Ф.Васильев преподавательсем кунта пĕлỹ панисĕр пуçне вĕрентỹ министерствипе пĕрле пособисем кăлараççĕ. Ытти факультетсенче те çаплах. Пирĕн тĕп задача- хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен специалистсем хатĕрлесе кăларасси. Преподаватель вуланă лекци, панă информаци хуть хăш студентшăн та çителĕксĕр. Мĕн илтнине тата анлăлатма вуламалла. Филиалăн питĕ пуян библиотека: 25 пин ытла кĕнеке упранать. Кашни çур çулта 33 пинлĕх хаçат-журнал çырăнатпăр. Нумай пулмасть кăна тата 30 пинлĕх тĕрлĕ литература туянма палăртнă. Компьютер класĕ, интернетпа çыхăнни те тавракурăма аталантарма пулăшать. Студентсем хăйсен пĕлỹ шайне тĕрлĕ конференцисене хутшăнса та кăтартаççĕ. Юриспруденци факультетĕнче 5-мĕш курсра вĕренкен Н.Яковлев вырăнти самоуправлени пирки тухнă çĕнĕ саккуна тĕплĕн тишкерчĕ. Реформăна мĕнле çулпа илсе кайсан лайăххине, вырăнти субъетсемшĕн хăш енчен усăллине, мĕнле улшăнусем пулма пултарассине тĕпчерĕ. Хăйĕн ĕçĕпе вăл конференцинче малти вырăнсенчен пĕрне йышăнчĕ. Вĕренекенсенчен чылайăшĕ вăл е ку профессине ахаль мар, чăннипех чун ыйтнипе суйлани курăнать. Студенсем филиалтах ăслă машинăсене алла илеççĕ. Акă, экономикăн информаци системине вĕренеççĕ. Диплом çырнă чухне ятарласа пĕр-пĕр ĕç вырăнне кайса унта мĕнле автоматилизациленине сăнаççĕ, кайран рекомендаци параççĕ. Вĕренме кăна мар, студентăн канма та пĕлмелле. Университетра тĕрлĕ мероприятисем ирттерсех тăратпăр. Нумай пулмасть кăна пĕрремĕш курссене студент билетне патăмăр. Ку вăл пирĕншĕн- чăн-чăн уяв. Диплом илнĕ хыççăн йĕркелекен сывпуллашу каçĕ те чылайăшĕн асĕнче нумайлăха тăрса юлать-тăр. Ун чухне Патăрьел кĕрлет тейĕн. Студентсем тỹлевсĕр путевкăпа Сочинче каннине те палăртма кăмăллă. Укçа-тенкĕ енчен пулăшу парассине те филиалта кирлĕ шайра йĕркеленĕ. Социаллă стипенди, материаллă пулăшу илеççĕ вĕренекенсем. Ашшĕ- амăшĕ çуккисене те университет хăйĕн хỹттине илнĕ. Вĕсене тум-тир, канцеляри таварĕсем туянма кĕмĕлпе тивĕçтеретпĕр. Филиала уçни 10 çул кăна-ха, анчах кам кăна пулман-ши пирĕн патăрта! Американецĕ, африканецĕ... Тĕрлĕ наци çынисем кăна мар, Раççей шайĕнчи академиксем тата паллă ученăйсем, писательсем килсе курнă. Тепĕр хут лицензи илме аттестаци витĕр тухнă чухне филиалта Мускав комиссийĕ ĕçлерĕ. Унта Раççейĕн ытти университетĕнче вĕрентекен, тĕнчипе паллă ученăйсем кĕреççĕ. Ял условийĕсенче çакăн пек пысăк çутă çурт- йĕрте вĕреннине курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Шупашкарта коммерциллĕ аслă вĕренỹ заведенийĕсем 20-рен те иртеççĕ, анчах вĕсенчен хăшĕ- пĕрин кăна пирĕнни пек условисем пур. Ытларахăшĕ çурма подвалсенче вырнаçтарнă е занятисене каçхи 5 сехетрен кăна ирттереççĕ. Чăваш патшалăх университечĕ "Çулталăкри чи лайăх университет" ята илме тивĕçни те кунта пурнăç шавĕ вĕресе тăнине, малашлăх пысăккине çирĕплетет. Вĕренме кĕрес тесен пурин те экзамен витĕр тухмалла. Унччен Шупашкарта йышăну вĕçленнĕ хыççăн тин пирĕн патăрта заявлени илме пуçланă. Халĕ вара пĕр вăхăтрах иртет. Шкултан вĕренсе тухакансем пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче илнĕ паллăсемпе куçăмлă та куçăмсăр майпа ăс пухма пултараççĕ. Пĕлỹ илни хальлĕхе никама та чăрмантарман, пулăшнă кăна. Ăслă, пысăк тавракурăмлă çын вара яланах хисепре пулнă.


"Авангард" (газета Батыревского района)
04 декабря 2004
00:00
Поделиться