Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ытарайми аннмĕрсене уяв ячĕпе саламлатпăр!

 Шупашкар хулин перинаталь центрĕнче тăватă пинмĕш ача çут тĕнчене килчĕ! Аннесен кунĕпе пĕр килнĕрен те çак савăнăçлă хыпар хаваслантарать. Людмилăпа Андрей Яковлевсен çемьи çамрăк-ха. Пурнăçĕсене пĕр тĕвве çыхнăранпа пилĕк çул кăна иртнĕ. "Çĕнĕ кайăк" вара вĕсен иккĕмĕш пепки. Аслине те кунтах, хулари перинаталь центрĕнче "тупнă". Виçĕ килограмм çурă енне таякан, аллă виçĕ сантиметр тăршшĕ хĕр пĕрчи чипер чăваш пики пуласси иккĕлентеремест. Телейлĕ амăшĕпе черчен пепкене центр ĕçченĕсем уяв тусах ăсатрĕç. Телейлĕ мăшăра саламлама юлташĕсем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем чылайăн пуçтурăннă. Хула мэрĕн çумĕ Крета Валицкая вара йăл кулăллă çамрăк аттепе аннене ỹлĕмрен татах та пăхаттир шырама пиллерĕ, асăнмалăх парнесемпе чысларĕ. Республикăра анне пулас текен йышланни куç кĕрет. Патăрьел районĕнче те ку эренре тăват çĕрмĕш ача кун çути курнă. Пĕлтĕрхи ку тапхăртинчен çичĕ ача ытларах пулни çутă шанăç çуратать. Пуласлăх ачасенче тетпĕр пулсан, йыш хутшăнни- ырă пулăм. Амăш чунĕ пархатарлă. Çак пархатарлă пепкесенче тымар ярсан усаллăх вăйĕ те чакать.


"Чăваш хĕрарăмĕ"
27 ноября 2004
00:00
Поделиться