Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача амăшĕ мухтава тивĕçлĕ

Ача амăшĕн кунне çулсерен паллă тума пуçлани- этеме кун çути паракана сума суни, унăн пурнăçри, обществăри пĕлтерĕшне ỹстерни. Пяанхи куна районта 5426 ача амăшĕ ачашăн пособи илсе тăрать. Вăл шутра 700 хăрарăм нумай ачаллă амăшĕ. Вĕсене пурне те патшалăх уйăхсерен 7 695 385 тенкĕ парса тăрать. Ачи çулталăк çурă тултарманнисем 157 хăрарăм, вĕсене хальлĕхе 1 028 207 тенкĕ тỹленĕ. Ĕçсĕррисен шутĕнчи 103 ача амăшне 463 500 тенкĕпе пулăшнă. Шел пулин те, районта йывăр çемьесем те пур-ха. Çавăн пек 38 çемьере 93 ача çитĕнет. Райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕ ача амăшĕсене пулăшас тĕллевпе нумай ĕçсем туса ирттерет. Вĕсенчен пĕри- ачасен çуллахи канăвне усăллăрах йĕркелеме май пани. Кăçал, акă, тĕрлĕ ларегьсемпе сывлăха çирĕплетекен учрежденисенче 120 ача каннă. Унсăр пуçне вырăнта та лагерь йĕркеленĕ. Унта, тĕпрен илсен, йывăр çемьесенчи 80 ача пулнă. Паянхи куна районта вунă е ытларах ача çуратса ỹсетерсе "Ача амăшĕ- героиня" ята илнĕ 46 хĕрарăм пурнăнать. 95 çултан иртнĕ ача амăшĕсем 38-ăн. Вĕсене куллен пулăшса тăрасси, хисеплесси- пирĕн пурин те тивĕç. Кăçалхи октябрь- ноябрь уйăхĕсенче районта йăлана кĕнĕ "Çулталăк çемьи" конкурс иртрĕ. Унта Сăкăтри Тинюковсем çĕнтерчĕç. Николай Ивановичпа Алиса Николаевна 21 çул пĕрле пурăнса виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Ку çеç те мар, ваттисемпе те пĕр чĕлхе тупса шăкăл- шăкăл ĕмĕрлеççĕ ĕмĕрне. Вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пур. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕ тăрăх, нумай ачаллă çемьесене чылай çăмăллăхсем туса панă. Тĕслĕхрен, ăшăшăн, канализацишĕн, газпа электроэнергишĕн 4 е ытларах ачаллă, 3 ачаллă тулли мар çемьесене 30 процент сахалрах тỹлеттереççĕ, централизациленĕ майпа ăшă илменнисене çунтармалли япаласене йỹнерехпе туянтараççĕ. Кăçал çакăн пек çăмăллăхсем валли 36112 тенкĕ тăкакланă. Ача амăшĕн кунне уявласси çулсеренех райадминистраци çирĕплетнĕ планпа пулса пырать, кăçал та çаплах. Ĕç планĕсенче асра юлмалли тĕрлĕ мероприятисем пăхнăччĕ. Чылайăшĕ пурнăçланне та ĕнтĕ. Выставкăсем, тĕлпулусем, спорт ăмăртăвĕсем, концертсем- пурте ача амăшĕшĕн пулччăр вĕсем. Ача амăшĕн кунне халалласа паян та чылай мероприятисем иртеççĕ. Çулталăкри çак сăваплă та çутă уявра çĕр çинчи чи хисеплĕ çынна май пур таран анлăн чысласчĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
27 ноября 2004
00:00
Поделиться