Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕç ушкăнĕн витĕмĕ пысăк

Пирĕн районта виççĕмĕш çул ĕнтĕ налук законодательствине пăсакансене тĕрĕслекен ĕç ушкăнĕ пур. Вăл район прокурорĕн коллегиллĕ органĕ шутланать. Ăна федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, уйрăм хуçалăхсем тата ытти çынсем налук законодательствине пăснине тата йĕрке хуралĕн органĕсем çак ĕçе координацилесе тăнине тĕрĕслес тĕллевпе йĕркеленĕ. Район прокурорĕсĕр пуçне, ĕç ушкăнне прокурорăн пулăшуçи, Раççей налук инспекцийĕн ертỹçин çумĕ, ЧР Финанс министерствин Патăрьел районĕнчи финанс пайĕн начальникĕ, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ кĕреççĕ. Ĕç ушкăнĕн ларăвĕсем уйăхне пĕр хутчен иртеççĕ. Вĕсенче налук, тĕрĕлев органĕсен, налук тỹлесе татман организацисен, предприятисен ертỹçисемпе тĕп бухгалтерсен, уйрăм предпринимательсен отчечĕсене итлеççĕ. Вĕсене итлесе, материалĕсене пăхса тĕпчесе тухнă хыççăн, законодательствăна пăхăнманшăн кирлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Кăçалхи çул ĕç ушкăнĕн ларăвĕ 11 хутчен иртнĕ. Вĕсенче Раççей налук службин районсем хушшинчи инспекцийĕн 2003 çулхи тата 2004 çулхи пĕрремĕш çур çулхи ĕçне пăхса тухнă, налук служби тата суд приставĕсем туса паракан ĕçе хакланă. Çак ларусенчех уйрăм предпринимательсен, районти предприяти ертỹçисемпе тĕп бухгалтерĕсен бюджет умĕнчи парăмсем пирки итленĕ, 25 ертỹçĕне асăрхаттарса çитменлĕхсене пĕтерме представлени панă, 4 ертỹçĕне саккуна пăхăнманшăн икшер пин тенкĕ штрафланă. Район прокуратури малашне те налук законодательствине мĕнле пурнăçланине контроллесех тăрĕ, саккуна пăсакан ертỹçĕсенчен тата та çирĕпрех ыйтĕ


"Авангард" (газета Батыревского района)
27 ноября 2004
00:00
Поделиться