Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мăшăрланаççĕ те, уйрăлаççĕ те...

Патăрьел районĕнчи ЗАГС таврашĕнче юлашки вăхăтра иртен пуçласа каçчен тенĕ пекех халăх хĕвĕшет. Ара, кĕр мăнтăрĕпе мăшăрланакансем йышланни такамшăн та паллă вĕт. Çитменнине халĕ ĕç-пуç кăштах пушаннă вăхăт: тыр-пулпа пахча çимĕçне пухса кĕртнĕ, çĕр улмипе кăшмана та тирпейлесе ăсатса пĕтернĕпе пĕрех. Хăш- пĕр кун, уйрăмах эрне вĕçĕнче, пурне те йыхравлакан учреждение ик çĕре яхăн çын пырать. Палах, мăшăрланакансемпе пĕрлех уйрăлакансем те тупăнаççĕ. Вĕсен хушшинче вара сайра çеç мар пулсан та, çулланнисем те- ултă теçетке урлă каçнисем те тупăнкалаççĕ. Акă, çак кунсенче кăна-ха çавăн йышши икĕ Мăшăр, пĕр- пĕринпе "яланлăх" тесе иккĕш икĕ енне çаврăнса утнă. Вĕсене, çур ĕмĕрне ытла пĕрле ирттернĕскерсене, мĕн çитменни пирки ăнланса юлакансем те пулманпа пĕрех. Çав вăхăтрах ватăсемех мăшăрланаççĕ те. Акă, темиçе çул каялла кăна-ха Туçари ваттисен çуртĕнче пурăнакансем хăйсен патĕнчи "хĕре" арча укçи илмесĕрех çывăхри яла качча панăччĕ. Унăн алли чăннипех те çăмăл пулнă-мĕн. Кăçал, акă, унăн тантăшĕсенчен тепри темиçе çул пĕрле пурăннă юлташĕсемпе сыв пуллашнă. Ăна аякри вăрман тăрăхĕнчи "каччă" - Пăлăпуç Пашьел хастарĕ кăмăла кайнă мĕн. Каллех хăйне майлă туй кĕрлеттерчĕç- ушкăнпа юрла- юрла чей ĕçрĕç Туçари ватăсен çуртĕнче кун кунлакансем.


"Хыпар"
25 ноября 2004
00:00
Поделиться