Савăнмалăх ĕçĕсем пур
Раççей Перекет банкĕ 163 çул, унăн Чăваш республикинчи уйрăмĕн Патăрьелĕнчи филиалĕ 80 çул тултарнă ятпа савăнăçлă лару иртрĕ. Паллă куна чыслăн палăртма ỹсĕмсем те çук мар. Патăрьелĕнчи перекет банкĕ республикăра малтисенчен пĕри шутланса тăрать. Унта укçа упрама хуракансен йышĕ ỹссех пырать. Газ кĕртме кредит парассипе республикăн иккĕ-виççĕмĕш пайне тултарнă. 200 çемье ытла банк урлă çурт- йĕр тума кивçен укçа пулăшу илнĕ. Ял хуçалăх техники туяннă, тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă чухне те усă кураççĕ унăн çăмăллăхĕсемпе. Çавна май вырăнти филиал Атăл- Вятка тăрăхĕнчи банксем хушшинче те курăмлă. Вăл пуçарнă тĕрлĕ конкурссен çĕнтерỹçи пулнине те палăртмалла. Банк пулăшăвĕпе усă куракан Ленин ячĕллĕçĕрĕç фирми "Чи лайăх инвестици проекчĕ" номинациллĕ конкурсра çĕнтернĕ тата ытти те. Çаксем çинчен филиал ертỹçи М.Ямалиев кăмăллăн каласа пачĕ. Банк специалисчĕ А.Бородов иртнĕ кун- çулпа, историпе паллаштарчĕ. Республикăри перкет банкĕн уйрăмĕн заведующийĕн çумĕ М.Ноздряков та патăрьелсен ырă ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Коллектив çамрăкланса пынине палăртрĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ, ялхуçалăх управленийĕн ертỹçи М.Калмыков, финанс пайĕн начальникĕ Т.Полякова, Ленин ячĕллĕ çĕрĕç фирмин ертỹçи Ю.Попов, 20 çула яхăн Туçари перекет банкĕн уйрăмĕнче ĕçленĕ А.Наташкин тата ыттисем те филиалпа клиентсем хушшинчи çыхăну çирĕпленсех пынине палăртрĕç. Уяв ячĕпе саламсем, парнесем те чылай пулчĕç.
"Авангард" (газета Батыревского района)