Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Лайăххи те пур, начарри те юнашарах

Район техникăна хĕле хатĕрлесе лартнине тĕрĕслекен комисси Арапуç тăрăхĕнче пулчĕ. Чăнах та "Заря", "Первомайск", "Искра" хуçалăхсенче ку енĕпе ĕçлеме тытăннă. "Малалла" артельте кăна комбайнсене, кăкарса çỹремелли техникăсене пĕтĕмпех тасатса, тирпейлесе хунă. "Ударник" ху-çалăхра та управа лартса пĕтернĕпе пĕрех. Тĕрĕслев вăхăтĕнче хăш-пĕр мехзанизаторсем ячĕшĕн кăна тăрăшни палăрчĕ. Акă, Г.Прокопьев хăй ĕçленĕ комбайна пукансем çине лартнă, анчах тасатса хуманран шалта тырă калчаланма пуçланă вĕт! Комиссии "Дуслык", "Труд", "Знамя", "Хастар", "Мир", "Трудовик" хуçалăхсене те çитсе курчĕ. Чылайăшĕнче ĕçлеççĕ. "Мир" кооперативра вара хальлĕхе пĕр комбайна та управа лартма тытăнман. "Трудовик" хуçалăхра кăçал, маларахри çулсемпе танлаштарсан, улшăнусем лайăх еннелле сулăннипе палăрса тăраççĕ. Техника патне тимлĕх ытларах уйăрма пуçланă. Çу çумăрлă килчĕ, трактор- машинăсен паркĕсем те путлăха çаврăнма пуçларĕç. "Хастар хуçалăхра та çавна май управа лартмалли вырăнсене улăштарма тивнĕ. Ял хуçалăх машинисене валли тунă хуралтăра шывлă тăрать, унта кĕртсе хума çук. Тĕрĕсленĕ техникăсене чылайăшĕнне чĕнĕсене, сăнчăрĕсене хывман.


"Авангард" (газета Батыревского района)
24 ноября 2004
00:00
Поделиться