Уçă çыру кунĕ -Патарьеленче
"Советская Чувашия" хаçат республикăри министерствăсемпе, ведомствăсемпе, федераллă власть органĕсен представителĕсемпе пĕрле "Уçă çыру кунĕсене" ирттерет. Çакнашкал мероприятии ытларикун районти Культура çуртĕнче пулчĕ. Унта район центрĕнче пурăнакансем, предприятисемпе организацисен ертỹçисем, ял хуçалăх предприятийĕсен, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Хаçат вулаканĕсемпе тĕл пулма республикăри Строительство, архитектура, пурăнмалли çурт- йĕрпе коммнуаллă хуçалăх министрĕ В. Филатов тата хаçатăн тĕп редакторĕ А.Соловьев килчĕç. Телпулăва Африкан Германович уçрĕ. Вăл влаçпа пресса хушшинчи çыхăну, хаçат страницисенче хускатакан проблемăллă ыйтусене мĕнле татса пани çинчен сăмах пуçарчĕ. Малалла калаçăва В.Филатов тăсрĕ. Владимир Николаевич районта çурт- йĕр строительстви, газификации мĕнле пынине тишкерчĕ. Ку енĕпе ĕç-пуç самай лайăх пулнине палăртрĕ. Çутçанаталăк ырлăхĕпе усă курас тĕллевпе çеç граждансем патшалăхран 72 миллион тенкĕ ытла укçа çăмăллатнă кредитпа илнĕ. Кăçал районти ялсенчи 2887 çурта "кăвак çулăм" ырлăхĕ çитнĕ. Вăл шутран сентябрьте унпа 701 çемье, октябрьте 914 çемье усă курма пуçланă. Ноябрьте вара çак цифра тата та ỹсмелле. Район кăçал ку ыйтупа тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 230 миллион тенкĕ укçа тăкаклать. Çакнашкал кĕмĕлпе маларахри 10 çул хушшинче те усă курайман. Газовиксем районти ялсене газ çитерес тĕллевпе канмалли кунсемсĕр вăй хураççĕ. Çанталăк чăрмавĕсем те хăратмаççĕ вĕсене. 48 бригада ĕçлет районта. Паллах, вырăнсенче çитменлĕхсем те пур. Хăш-пĕр ялсенчи подрядчиксем укçа- тенкĕ ыйтăвĕсене кирлĕ шайра татса параймаççĕ. Анат Туçана газ илсе çитерейменнинче те хускалчĕ çак ыйту. Хусанти "Газстрой" пĕрлешỹ ĕçченĕсем хăйсен ĕçне тивĕçлипе туса пыманни пур кунта. Вĕсемех Сăкăт ялĕнче те газ ярассине вĕçлес ыйтăва тăсаççĕ. В.Филатов залра ларакансен ыйтăвĕсем çине те тулли хуравсем пама тăрăшрĕ. Патăрьелĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем газ кĕртме çăмăллатнă кредит паманнишĕн пăшăрханчĕç. Ку ыйтупа пулăшма пулчĕ. "Уçă çыру кунĕ ячĕпе" иртекен мероприятине райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов йĕркелесе пычĕ. Çавна май залран паракан чылай ыйтăва вăл та хуравларĕ. Хаçат вулаканĕсем А.Соловьев тĕп редактор патне те сĕнỹсем тухрĕç. Вĕсене вăл шута илсе усă курма пулчĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)