Ỹсĕмсем пур
Вĕсем татах та пысăкланччăр Районти Культура çуртĕнче ял хуçалăхĕпе продукци тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен професси уявĕ иртрĕ. Савăнăçлă ларăва хỹхĕм тырпул çитĕнтерекенсем, çулталăкĕпех уçă пĕлĕт айĕнче ĕçлекенсем, аш-какай туса илекенсем, ытти ĕçченсем хутшăнчĕç. Уява кăмăллă ирттерме майĕ те пур. Уй-хир пуянлăхне пĕтĕмпех пуçтарса илнĕ, выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма апат хатĕрленĕ тата ытти те. Шăпах çаксем çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ пухăннисем умĕнче районти ял хуçалăх управленийĕн М.Калмыков. Çанталăк условийĕсем савăнтармарĕç, финанс енĕпе тĕрлĕ йывăрлăхсем пулчĕç, хаксем улшăнсах тăчĕç, техникăсем кивелсех пычĕç пулин те районĕпе 26,1 пин тонна тĕш-тырă, 16,5 пин тонна çĕрулми, 43 пин тонна сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илни савăнтарать. Пылак çимĕçе виçĕмçулхинчен 3,4 хут ытларах пухса кĕртнĕ. Çĕрулми çитĕнтерессине 119 процента, утă хатĕрлессине 109 процента çитернĕ. Килес çулхи ĕмĕтсем те пĕчĕк мар. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ хăйĕн çимĕçĕпе савăнтармаллипех савăнтарчĕ. Кашни гектарĕ самаях тупăш кỹчĕ. Çавăнпа унăн лаптăкне ỹстересшĕн. Рентабельлĕ культурăсем çитĕнтерни тăкаклă хуçалăхсен шутне чакарчĕ. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми, "Малалла", "Труд", "Красное знамя", "Батыревский" кооперативсем уява пысăк çитĕнỹсемпе кĕтсе илчĕç. Алманчĕсем кашни гектартан 35 центнер ытларах тĕштырă çитĕнтерсе республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. "Малалла" кооперативăн кĕлечĕсем тĕш-тырăпа, çĕр улмипе тулли. "Иккĕмĕш çăкăра" вĕсем гектартан 271 центнер пухса кĕртрĕç. Сахăр чĕкĕнтĕрне тирпейлеме йышăнакансем пур. Ăна çитĕнтерессинчен, вырнаçтарассинчен иккĕленсе тăма кирлĕ мар. Кăçал районĕпе 1402 гектарне интенсивлă технологипе туса илнĕ. 4 хуçалăх хăмла ỹстерет. "Малалла" артель ĕçченĕсем унăн тухăçне илессипе республикăра малти вырăнсене йышăнать. Черетлĕ ял хуçалăх çулĕ вĕçленсе пырать. Килес çулхи тухăçшăн кĕрешĕве тухнă тесен те йăнăш мар. 4200 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварнă. 16950 гектар çĕре сухаланă. Выльăх- чĕрлĕх патĕнчи ỹсĕмсене те палăртмасăр иртме çук. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин ĕçченĕсем кашни ĕнерен сĕт суса илессипе 6 пинлĕ чикĕрен каçаççĕ. "Звезда", "Красное знамя", "Батыревский" хуçалăхсенче те сăвăм пысăк. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминчи В.Каруева доярка вара иртнĕ 10 уйăхра кашни ĕнерен илекен сăвăма 5205 килограма çитерчĕ. "Труд", "Звезда" кооперативсенчи выльăх- чĕрлĕх самăртакансем кулленхи ỹт хушаслăха ỹсетерессипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Продукци тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен те курăмлă ĕçĕ çук мар. Первомайскинчи крахмал завочĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен чылай лайăхрах вăй хунă, предприяти тупăшне ỹстерет. Райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов та саламларĕ ĕç патттăрĕсене. Пахчаçимĕç лаптăкне ỹстернĕшĕн тата чи пысăк тухăç илнĕшĕн Ленин ячĕллĕ ĕç фирмине, сахăр кăшманĕ чи нумай çитĕнтернĕшĕн "Родник" ял хуçалăх производство кооперативне республика Президенчĕ саламланине çирĕплетрĕ. Тăрăшуллă ĕçе пула ялсен социаллă аталанăвĕ лайăхланнине те ырларĕ. Ĕçре малта пыракансене райадминситрацин Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕ. Республикăри ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Дмитриев та сумлă парнесемпе килнĕ уява. Президент, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ячĕпе саламланă май, ĕçре малта пыракансене ялта пурăнмалли çурт- йĕр лартма субсиди илни çинчен свидетельство пачĕ. Çавăн пекех механизаторсене, выльăх- чĕрлĕх пăхакансене, хуçалăх ертỹçисемпе специалистсене Раççей Федерацийĕнчи ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕ. Çак чыс райадминситраци пуçлăхне Н.Глухова та тивĕçрĕ. Çавăн пекех Сергей Петрович тивĕçлисене республикăри ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене парса хавхалантарчĕ. Саламсемпе парнесем чылай пулчĕç уявра. Кунти фойере ял хуçалăх предприятийĕсенче çитĕнтерекен, туса кăларакан продукцисен выставки ĕçлерĕ. Унта 25 предприяти хутшăннă. Çакна палăртма кăмăллă, "Родникпа" "Дуслык" та пăрăнса юлман кăçал выставкăран. Комисси кунти ĕçсене вырăна хурса хакларĕ. Паха экспонатсем тăратнисене- Патăрьелĕнчи улма- çырла питомникне, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмине, "Труд", "Малалла", "Батыревский", "Тойси" кооперативсене, апат- çимĕç комбинатне, професси училищине свидетельствосем пачĕ. Ĕçченсен ячĕпе районти Культура çурчĕн артисчĕсем савăк юрăсемпе шăрантарчĕç. Çак кунах районта республикăри ял хуçалăх министрествин кунĕ пулчĕ. Министрествăн ертсе пыракан специалисчĕсем райадминистрацинче халăха хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)