Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Предпринимательствăна ата лантарассишĕн

Çак кунсенче районта Чăваш Республикинче пĕчĕк предпринимательсвăна патшалăх енчен пулăшу паракан мелсем, лизинг ĕçĕ-хĕлĕн аталанăвĕн пирки канашлу пулнă. Унта ЧР патшалăх статистика службин Федераллă территори органĕн руководитель çумĕ Э.Г.Максимова ЧР экономика министрествин предпринимательствăна аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен пай начальникĕ А.В.Данилова, "Гарант "Консталтинг" тулли мар яваплă обществăн республикăри бизнес-центрĕн представителĕсем, районти 4440-мĕш Перекет банкĕн специалисчĕсем хутшăннă. Çак мероприятие предпринимательсемсĕр пуçне районти ял хуçалăх предприятийĕсен структура подразделенийĕсен руководителĕсене явăçтарнă. Пĕчĕк предпринимательствăн кунĕнче районта экономикăна аталантарма пулăшакан çак ен вăй илсе пыни пирки райадминистрацин экономика управленийĕн начальникĕ Г.Иванова паллаштарнă. Хальхи вăхтăра районта пĕчĕк предприяти статусне 58 предприяти илнĕ. Вĕсенче 2500 çын ĕçлет. Вăл шутра уйрăм предпринимательсем 1078-ăн. Районĕпе мĕнпур ĕçлекен çынсенчен 22,3 проценчĕ пĕчĕк бизнеспа çыхăннă. Районта пĕчĕк бизнеса аталантарасси çине сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлне ăнăçлă йĕркелесе яма кăçал çеç 1001 квадратлă метр 34 пỹлĕм арендăна панă. Пĕчĕк бизнес кунне хутшăннисем налук законодательствин тĕп улшăнăвĕсемпе бизнес-центрăн тĕп çăмăллăхсемпе паллаштарнă. Районти перекет банкĕн управляющийĕ М.Ямалиев пĕчĕк бизнеспа ĕçлекенсене перекет банкĕ паракан çăмăллăхсем çинчен тĕплĕн каласа панă.  



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 ноября 2004
00:00
Поделиться