Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тухăç ăçта çухалать

Хура кĕр çитнĕ май пур çĕрте те ял хуçалăх ĕçĕнче хăйне майлă пĕтĕмлетỹ тăваççĕ. Пĕрисем самях кăмăллă вĕсемпе, теприсем-"кăçалхи çанталăка кура юрать ĕнтĕ" тесе хăйсене хăйсем лăплантараççĕ, виççĕмĕшĕсем- калама та аван мар та, "кĕрĕк арки йăваласа" ахлатасси кăна юлать. Ара, гектартан 5-6 центнер е кăшт çеç ытларах тĕш тырă туса илем пек тунисем те (каçарăр та "туса çитĕнтернисем" тесе калама чĕлхе çаврăнмасть) хăйсен тăкакĕсемпе тупăшĕ пеккине шутлаççĕ вĕт. Вĕсен те çав цифрăсем пин-пин тенке пуçтарăнаççĕ. Калăн, тар тăкса ĕçленĕ, çывăрмасăр тăрăшнă. Çак кунсенче ял хуçалăхсенче тата продукци тирпейлес ĕçре вăй хуракансем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Йăла тăрăх, чăваш çыннин кирек мĕнле уява та епле те пулин ырăрах кăтартупа, пỹлме тулли тырăпа тата вите-карта тулли выльăх-чĕрлĕхпе кĕтсе илмелле. Чылайăшĕ çапла тăвать те. Акă, Патăрьел районĕнчи Ленин ячĕллĕ агрофирма (председателĕ Ю.Попов) е пĕр-пĕринпе пĕр чĕрĕ организм пек çыхланса çитнĕ "Малалла" тата "Первомайск" ял хуçалăх кооперативĕсем (вĕсене иккĕшне те чăн-чăн çĕр ăсти- йĕркелỹçĕ М.Петров туртать) кăçал та экономика кăтартăвĕсене малаллах çирĕплетрĕç. Тырри- пули те, çĕр улмипе кăшманĕ те аван çитĕнчĕ вĕсен, вылтьăх-чĕрлĕхĕ те ĕрчесех, йыш хушсах пырать. Туса илнĕ продукцийĕ те пахалăхпа куçа-чуна илĕртет. Çавна пула мĕн çитĕнтернине, туса илнине коммерсантсем ана çинченех е фермăранах тăпăлтарса тенĕ пекех илсе каяççĕ. Хакшăн ал ă çапса кăна ĕлкĕр. Мĕн туса илни каять- кассăна чĕрĕ укçа кĕрет. Елчĕк енчи "Комбайн" кооператив (председателĕ Г.Федоров) пирки те ỹпкелешме никамăн та чĕлхе çаврăнмасть. Унччен ниçталлисĕр пысăк колхоз арканма пуçлансан тăватă ял чăвашĕсем, уйрăм хуçалăх пулса уйрăлса тухрĕç те, пĕтĕм ĕçе хăйсем пĕлнĕ пек, чунран парăнса туса пыма пуçларĕç. Ертỹçе те, специалистсене те пултаруллисене тата ĕçшĕн хыпса çунакансене суйласа илчĕç. Чăннипе, "мана япăх çĕр тивĕçет, унта начар, кунта начар" тесе йĕрекеннисене пушăпа хăваланă пек хуса ячĕç те çанă тавăрса ĕçе пикенчĕç. Ỹсĕмсем куç умĕнчех, вунă çулта "Комбайнра" таса тупăш- чăн-чăн услам виçĕ хут ытлашшипех ỹснĕ. Кашни ĕнерен сĕт суса илесси 5000 килограма çитнĕ. Парксем пĕтĕмпе тенĕ пекех çĕнĕ техникăпа пуянланнă. Кăçал та, яланхи пекех кирлĕ чухлĕ кĕр тыррисем акса хăварнă, пĕтĕм уй-хире çĕртме тунă. Хуçалăхăн никам умĕнче те пĕр пус парăм çук. Ял çыннисем районти рабочисемпе пĕр тан ĕçлесе илеççĕ... Кун пек тĕслĕх Комсомольски, Шăмăршă районĕсенче те пайтах. Çав вăхăтрах республика картти çинчен пĕр е тепĕр колхоз яланлăхах, чапсăр-мĕнсĕр, уяр пĕлĕтрен ỹксе çухалнă çăлтăр пек пăчланни унти пурăнакансене те, чăн-чăн ертỹçĕсене те пĕрре те канăç памасть. Ун пеккисем пĕрре кăна мар пулнăран ялти пурнăç хуллен- хулленех сỹннĕн туйăнать паян ялти пурăнакансенчен чылайăшне. "Чунĕпе вилнĕ"- пурлăхĕ йăлтах пĕтсе çитнĕ- хуçалăхсене вăйле-вăйлă пуçлăхсем туртса кăларайманни такамшăн та паллă. Акă, пĕр вăхăт хăш-пĕр миллион-миллион парăмлă колхоз тесе шутланакан хуçалăхсене, йĕркеллĕрех ĕçлекен райпосене е ытти предприятие "сĕтĕрттерме" хăтланса пăхрĕç. Çук, вĕт. Путлăхрисем хăйсене çăлакансене алла-аллăн тытăнса ĕçлеме килĕшесшĕнех пулмарĕç. Малтанласа ĕç укçи тỹлени те, хăш-пĕр йышши пурлăх туянса ĕçе яни те хавхалантармарĕ вĕсене. Çавна кура вăйле-вăйлă хуçа та кахалсемпе тунă килĕшĕве пăрахăçларĕ- тĕпсĕр шăтăка укçа-тенкĕ тăкни кĕсъери енчĕке пĕр тĕлсĕр ывăтса янипе танах. Чăннипе, кăçал ял хуçалăхĕшĕн ытлашши ăнăçсăр çул та пулмарĕ. Юрĕ, çуркунне сивĕрех, çу кунĕсем шăрăхрах тăчĕç тейĕпĕр. Анчах кун пекки ытти çул та час-часах пулать. Акнă калчасене шăтиччен тата шăтнă хыççăн сỹрелесе çум курăк ĕрчесрен сыхлакан хуçалăх кашни районта 5-6-ран ытла пулмарĕ. "Топливо хаклă, техника кивĕ",- тесе алă сулакансем ахаль ларнине пулах анасене çум курăкĕ пусса илчĕ. Çавна май унти пур- çук тыррине икĕ хут ытларах тăкакпа- малтан çулса типĕтсе (çумăра кайнăран вăл унтах выртса çĕрсе кайни те сахал мар пулчĕ), унтан пакккуссене пухса илмелле пулчĕ. Унта та, кунта- тăкак. Халĕ анасем çине тухса пăхакан тĕлĕнсех каять- акнă хыççăн та ун чухлĕ шăтса тухмасть тепĕр чухне. Апла пулсан, камшăн ĕçлетпĕр е ĕçлем пекки тăватпăр-ха эпир.! Маларах каларăмăр, халĕ ялти ĕçсене пĕтĕмлетесси пырать. Шел те, чылайăшĕн балансĕ "минуспа"- пысăк-пысăк тăкаксемпе пырать. Хĕлле выльăхсене çитерме утă- улăмĕ те, тырри те çук иçмасса. Пуçаруллă хресченсем кăçал икĕ-виçĕ хутчен утă çулса илме е паха сенаж хывма пултарнине илсен выльăх тутанмалăх та тăвайманнисенчен куласси кăна (вĕсене хĕрхене-хĕрхене тĕрлĕ енчен мĕн чухлĕ пулăшнине асра тытса ĕнтĕ) юлать. Продукци (вăл та, ку та) çук пулсан, мĕнпе тăранса пурăнма шутлатăр-ха малашне. Хуçалăх парăмра, сутмалли- вырнаçтармалли нимĕн те çук пулсан укçине кам килсе парĕ сире. Авă, Вăрнар районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсен ĕç укçи парăмĕ кăна 4,5 миллион тенке çывхарнă. Пырса кĕмелли те курăнсах каймасть. Çавна пулах, хăйсен наянлăхне, пуçарусăрлăхне пула çылăха кĕнĕ ял çыннин çур çул ытла ĕнтĕ ĕç укçи алла тытса кураймасть. Ял хуçалăх çулне маларах пĕтĕмлетни хăйне кура уяв та, пысăк тишкерỹ те. Ку вăхăтра майсемпе туллин усă курайманнине, патшалăх енчен панă пулăшусемпе тивĕçсĕр е тĕлсĕр тăкакланине тĕплĕн тишкернипе пĕрлех ăнăçлăх, пире тăрантаракан тата тумлантаракан çĕре, унăн пуянлăхне çăлса хăварассишĕн никам та мар хамăр, çĕр çинче утса çỹрекенсем, унăн ырлăхĕпе усă куракансем, яваплă пулнине асра тытасчĕ. Асра тытасчĕ те çанă таврăрса ĕçе пикенесчĕ.


"Хыпар"
04 ноября 2004
00:00
Поделиться