"Раççей пĕрлĕхĕн" районти конференцийĕ
"Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти уйрăмне йĕркелесе хуни икĕ çул иртрĕ. Çĕнĕ йышра паян 265 член. Унсăр пуçне çак партишĕн тăракансем те сахалăн мар. Кăçал çеç 154 çынна парти ретне илнĕ. Ытларах пайĕ арçынсем. 51 проценчĕ аслă пĕлỹллĕ, 66 проценчĕ служащисем. Унсăр пуçне агропромышленность работникĕсем, пенсионерсемпе студентсем те пур. Район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсен 12-шĕ çак парти членĕсем шутланаççĕ. Иртнĕ эрнекун партин районти уйрăмĕн конференцийĕ пулнă. Унта Чăваш регион уйрăмĕн руководителĕ В.П.Мидуков хутшăннă. Конференцинче партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ А.Е.Краснов, организацин ĕçĕ-хĕлĕ, аталанăвĕ пирки доклад туса панă. Ун хыççăн П.Лазарев, Г.Афанасьев тата ытти хăш-пĕр делегатсем тухса калаçнă. Конференцире Чăваш регион уйрăмĕн VII конференцине кайма район админситраци пуçлăхне Н.Глухова делегата суйланă. Кунтах çĕнĕ йыша кĕнисене член билечĕсем панă.
"Авангард" (газета Батыревского района)