Паянхи кун ыйтăвĕсем
Райадминистраци залĕнче районти организацисемпе предприятисен, хуçалăхсен ертỹçисен пĕрлехи анлă канашлăвĕ иртнĕ. Ăна район админстрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пынă. Унта кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа райадминистрацин экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Г.Иванова паллаштарнă, районăн тăхăр уйăхри социаллă-экономика аталанăвне тишкернĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ М.Калмыков уй-хир ĕçĕсем çинчен каласа панă. Президент программипе килĕшỹллĕн çитес Садсен тата парксен çулталăкĕнче районта пурнăçламалли тĕллевсемпе райадминистрацийĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селивановпа район архитекторĕ В.Ижедеров паллаштарнă, çак ыйтупа вырăнсенче çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă.
"Авангард" (газета Батыревского района)