Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитĕнỹсемпе лăпланмасть

Патăрьел ентешлĕхĕн ларăвĕ пыратчĕ ун чухне. Тĕп ыйту-районти чи аякри ялта, Ишлĕ Шетмĕре, пĕрремĕш хут çут çанталăк газĕ чĕртме хатĕрленнĕ ятпа уяв ирттересси. -Кашни кун тенĕ пек чылай ялта сенкер çулăм çутăлать, мĕншĕн шăпах Ишлĕ Шетмĕре уяв тумалла-ха.- ыйту панăччĕ эпĕ. Ыйтăва "Чебоксарыстройгазăн" генеральнăй директорĕ Михаил Николаевич Краснов хуравланăччĕ, -Эпĕ çак ялта, район центрĕнчен 10 çухрăмра вырнаçнă вăрман çумĕнчи Ишлĕ Шетмĕре çуралнă, кунтах вăтам шкул пĕтернĕ. Яла çитме асфальтлă çул пулман. Эпĕ 10 çул тултарсан яла (1964 çулта) электричество çути çитрĕ. Тата 20 çултан асфальт сарчĕç. Тата 20 çултан, кăçал, тăван яла газ çитересшĕн. Хамăн савăнăçăма ял халăхĕпе пĕрле пайласшăн,- терĕ вăл. Уяв кунне палăртрăмăр: февралĕн 22-мĕшĕ, кĕçĕн çăварни уявĕпе пĕр килет. Шăпах Краснов амăшĕн, Наталья Семенововнăн, çуралнă кунĕнче. Ентешлĕх ларăвне пухăннисем уяв сценарине тума мана шанчĕç. Часах Михаил Николаевичпа уяв ирттерес ыйтупа тăван яла çитрĕмĕр. Хамăр шухăш-кăмăла пĕлтертĕмĕр. Вырăнти ертỹçĕсем пирĕн шухăша кăмăлласах йышăнмарĕç. Укçа çук иккен, столовăйĕнчи плита юсавсăр, шкулĕнче йĕрки сахал, халăх савăнма пĕлмест тата ытти те... Михаил Николаевичăн ĕçченлĕхне, ертỹçĕ пултарулăхне çак самантра чунпа туйса илтĕм. -Укçа пулать, тупатпăр, уява ирттеретпĕр,- терĕ вăл. Халиччен пулман уяв кĕрлерĕ çак кун Ишлĕ Шетмĕре. Çут çанталăк газне Красновсен килĕнче амăшĕн çуралнă кун ячĕпе çутрĕç. Урамри ытти килсенче те сенкер çулăм çитрĕ. Кĕçĕн çăварни пулнă май, çуна кỹлнĕ лашасем, илемлĕ лавсем вĕçе- вĕçĕн иртрĕç. Ик çĕр ытла çын йĕлтĕр йĕрĕ çинче ăмăртрĕ, кире пуканĕ йăтса, алă вăйĕпе вĕрен туртса вăй виçрĕç. Вăйă-кулă, юрă-кĕвĕ сасси кунĕпех тыткăнларĕ ял халăхне. Шкул столовăйĕнче çĕнĕ плита, сĕтел-пукан йăлкăшрĕç, чỹрече каррисем, илемлĕ люстрăсем çутăлчĕç, хăнасене тутлă апат-çимĕçпе сăйлама пултарчĕç поварсем. Çаксем пурте Михаил Николаевич тăрăшнипе пулчĕç. Тавралăха каç сĕмĕ çапсан ял халăхĕ клуба пухăнчĕ. Ял халăхĕ ыйтнипе Михаил Краснова "Ишлĕ ялĕн хиспелĕ гражданинĕ" ят пачĕç. Хисеплĕ ентешĕн парнесем татах пулчĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем валли кавир, йĕлтĕрçĕсем валли 30 мăшăр паха йĕлтĕр, пушмаксем, костюмсем, волейболпа баскетбол мечĕкĕсем, çăмăл атлетсем валли 10 мăшăр паха шиповка, формăсем. Ял халăхне саламлама Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем те килчĕç. Çапла пĕр çын вăл кун пĕтĕм ял çыннине пысăк уяв туса пачĕ. Çут çанталăк ырлăхне яла илсе çитерниех мĕне тăрать. Паян çĕре яхăн килте кăвак çулăмпа усă кураççĕ. Краснов ачалăхĕ пирки калаçу пуçласан ялти ватă çын И.П.Ерофеев çапла аса илчĕ: "Миша ачасемпе вăйă пуçлама ăстаччĕ, командир пултарулăхĕ пурччĕ унăн. Мечĕк хыççăн чупнă чухне ăна хăваласа çитекен пулман пирĕн касра. Хĕлле йĕлтĕрпе ăмăртма çỹретчĕ. Физкультура учителĕ ăна яланах мухтатчĕ. Вăтам шкул пĕтерсен çар службинче- Тинĕс çар флотĕнче пулчĕ". Матрос тумĕпех агрегат завочĕн кадрсен пайне васкаса çитнĕ вăл. Электрик ĕçне юратнине, ăнкарнине, çак ĕçре кăмăл тунине пĕлтернĕ. Пĕлỹ çитменнине туять ял ачи. Шупашкарти строительство техникумне вĕренме кĕрет. 1987 çулта ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтерет. Каярах куçăмсăр майпа Шупашкарти коопераци институчĕн экономика уйрăмне пĕтерет. Тĕрлĕ строительство организацийĕсенче ĕçлет Михаил Николаевич. Ĕçлекенсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнипе, çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тунипе палăрать. Тĕрлĕ шайри ертỹçĕре тăрăшать. Юлашки çулсенче Михаил Николаевич- "Чебоксарыстройгаз" предприятин генеральнăй директорĕ. Коллектив пĕчĕк мар- 350 ĕçчен, 70 тĕрлĕ ытла техника. Харăсах 16 районта газ пăрăхĕсем хывать вăл. Çулленех 100 миллион тенкĕлĕх ĕç тăвать. Хăйĕн пĕлĕвне, ертсе пырас ăсталăхне ỹстерме нумай хаçат-журнал çырăнса илет Михаил Николевич. Ют патшалăхсенче, строительство куравĕсенче пулма кăмăллать. Çитес вăхăтра Японипе Америкăна тухса каять. Мăшăрĕпе, Луиза Николаевнăпа, хĕрпе ывăл ỹстернĕ. Çак кунсенче Михаил Николаевич 50 çул тултарать. Мĕн пур тăванĕ, çывăх çыннисем, юлташĕсем ăна ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем сунаççĕ.


"Хресчен сасси"
02 ноября 2004
00:00
Поделиться