Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Издательство çурчĕ те газпа ăшăнать

Республикăри ялсене çут çанталăк газĕ кĕртесси вĕçленсе пырать пулин те, бюджет учрежденийĕсенчен чылайăшĕ кăвак çулăм ырлăхне курассинче йывăрлăхсенчен хĕсĕкки е ертỹçĕ пуçарусăрлăхĕ ура хурать. Юхма тăрăхĕнче вара ку енĕпе чăрмавсене хăюллăнах çĕнтерсе пыраççĕ. Чи малтан районти больницăна газ кĕртнĕччĕ. Унтан вăл коммуналлă çурт-йĕре, район администрацине çитрĕ. Ĕнер çак ырлăхпа "Патăръел издательство çурчĕ" патшалăх предприятийĕ усă курма пуçларĕ.


"Хыпар"
29 октября 2004
00:00
Поделиться