Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вуламасăр чун чăтмасть

Патăрьел тăрăхĕ авалтанпах талантлă çынсемпе пуян. Вĕсен йышĕнче пултарулăх творчество ĕçченĕсем кăна вун-вун: тĕнчипех паллă Алексей Кокель ỹнерçĕ, Геннадий Айхи поэт и пурте пĕлекен Алексей Талвир, Митта Ваçлейĕ, Василий Давыдов- Анатри çыравçăсем.. Тен, çавăнпа ĕнтĕ ку тăрăхра чăвашла тухакан хаçатсене кирек хăш ялта та юратса вулаççĕ. Хальхи вăхăтра "Хыпарпа" "Çамрăксен хаçатне" пин экземпляра яхăн илсе тăраççĕ, "Кил-çурт, хушма хуçалăх" хаçата вара 1200 ытлашшипех. Çапах та çитес çулăн пĕрремĕш çурри валли çырăнтару епле пынипе районти почтамт пуçлăхĕ Светлана Рубцова кăмăллах мар-ха, хальллĕхе "Хыпара" 150 яхăн çемье, "Кил-çурт, хушма хуçалăха"-172, "Сывлăха" çĕре яхăн, ытти кăларăмсемпе пĕрле 600 экзесмпляр çырăннă. Çакă ытти хаçатсенчен 4-5 хут ыталарах. Апла пулин те çыхăну çĕченĕсем самаях пăшăрханаççĕ. Çавăнпа та вĕсем кашни кунах халăх хушшинче. -Патăрьелсем хаçат- журналтан писеççĕ тесе ан шухăшлăр,- терĕ Светлана Васильевна.- Чылайăшĕ укçа-тенкĕрен вăхăтлăх татăлчĕ- çавă çеç. Кашни ялтах çут çанталăк газĕ кĕртеççĕ те. Ара, ку ĕçе кăçал вĕçлемелле вĕт. -Çапах та эпир халиччен те юратса вуланă хаçатсене çырăнатпăрах,- çирĕппĕнех пĕлтерчĕç "Батыревский" улма- çырла питомникĕнче ĕçлекенсем. Юпа уйăхĕн ĕç укçипе хамăра кирлисене çарăнатпăрах. Питомник директорĕ В.И. Барышников та çавнах çирĕплетет. "Рабочисене ку тĕллевпе кивçен укçа та парăпăр",- хушса хурать вăл. Кунта 60 ытла çын ĕçлет. Вĕсенчен кашниех пирĕн 1-2 кăларăма тăтăшах çырăнать. Çĕнĕрен тухма пуçлакан "Крима" та (ăна районта 20 ытла çемье çырăннă) килĕштереççĕ-мĕн. "Хыпар" ИÇ журналисчĕсем çĕршывра тата республикăра мĕн пулса иртнине, Чăваш Ен пурнăçне туллин çутатни килĕшет пире",- пулчĕ хурав. Рабочисен ĕçри хавхаланăвĕ пысăк. Çавна май питомник тухăçлă та, тупăшлă ĕçлет. Унăн паха продукцине вун-вун тĕрлĕ сортлă улма- çырла хунавĕсене хамăр республикăра е юнашарти Тутарстанра кăна мар, Мускав, Санкт- Петербург, Чулхула тăрăхĕнче те кăмăлласа туянаççĕ. Калăпăр, çулталăкне икĕ тухăç паракан хăмла çырлине хаçатçăсем те хăйсен дачисе лартса çитĕнтерме пулчĕç. Çав кун "Росгосстрах"- "Чăваш Ен" акционерсен страхлакан пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсем хăйсен пухăвне пуçтарăннăччĕ. Вĕсем хаçатçăсемпе те тĕл пулма килĕшрĕç. Пурте тенĕ пекех пирĕн кăларăмсене лайăх пĕлнĕрен, çырăнса илнĕрен ыйту нумай пулмарĕ. Ун вырăнне чылайăшĕ хăйĕн сĕнĕвне пачĕ: стархагентсем çинчен ытларах çырасчĕ, Ялта пурăнакансен кун-çулĕпе пурнăçне тата та туллинрех çутатасчĕ. Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнă май тыл ĕçченĕсем пирки те каласа парасчĕ тата ытти те. "Крим" хаçатра телепрограмма пичетлеме ыйтакан та пулнă. "Первомайский" крахмал заводĕнче иртнĕ тĕл пулусем те (предприятии виçĕ сменăпа, пĕр чарăнми ĕçленĕрен цехсемпе участкосенче пултăмăр) асра юлчĕç. Рабочисем пурте пирĕн хаçатсемпе çывăх. "Çамрăксен хаçачĕпе" "Чăваш хăрарăмне" пуринчен те ытларах кăмăллаççĕ-мĕн. "Манăн самаях аслă çулсенчи пăятам та вĕсене пуçламăшĕнчен тытăнса юлашки йĕрки таранчченех вулать",- хушса хучĕ пĕр çамрăк хĕрарăм. -Чăвашла вуламасан пирĕн чун чăтмасть". Предприяти директорĕ А.И.Иванов завода вунă çула яхăн ертсе пырать. Ĕçе лайăх йĕркелеме пайтаçă ăсталăхне çирĕп алла илнĕ. Çавна май пур ĕç те кал-кал пырать. Кăçал крахмал тума пĕлтĕрхинчен чылай ытларах çĕрулми туяннă. Хатĕр продукци паха пулнăран ăна вырнаçтарма çăмăлрах. Çавна май рабочисем шалу вăхăтра (çитменнине пĕчĕкех те мар) илеççĕ. Пирĕн кăларăмсене кăмăлласа вулаççĕ те, çырăнаççĕ те. Александр Ильич ăста ертỹçĕ пулнăран ăна темиçе çул каялла "Ударник" колхоза лакăмран туртса кăларма сĕнчĕç. Халĕ унта лару- тăру ырă енне татăклăнах улшăннă. Тухăç районти вăтам кăтартупа танлашнă. Ĕнесемпе сыснасен йышĕ те нумай хушăннă. -Çапах та хуçалăха йăлтах ура çине тăратиччен питĕ нумай тар тăкмалла-ха,- тет хăй ĕçĕпе мухтанма пачах та юратман сăпайлă та пултаруллă хуçа. Сăмах май уйрăм предприятисемпе хуçалăхсем кăна мар, пĕтĕм район аталану çулĕ çине çирĕпрех те çирĕпрех тăрать. Газификаци ĕçне республикăра чи юлашкинчен тенĕ пек пуçăннă пулсан та кăçал, тĕпрен илсен, мĕн пур яла çут çанталăк газĕ çитет. Юлашки çулсенче унчченхинчен икĕ хут ытлашшипех асфальт çулсем хывнă, аякри ялсене те автобус маршручĕсем уçнă. Район центрĕпе ялсем куç умĕнчех çĕнелсе ылмашăнаççĕ. Чылай çĕрте тупăшлă культурăсем, уйрăмах сахăр кăшманĕ ытларах туса илесси вăйсăрланнă пĕрлешỹллĕ хуçалăхсене ура çине тăратма пулăшать. Çавна май малашне ĕçлекенсем пирĕн кăларăмсене ытларах та ытларах çырăнса илес шанчăк çирĕпленет. Хыпарçăсен ушкăнĕ (ИÇ генеральнăй директорĕн- тĕп редакторĕн çумĕ М.М.Арланов, "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Р.А.Власова тата çак йĕркесен авторĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне Р.В.Селиванова тата район администрацийĕн обществăпа çыхăнса ĕçлекен специалистне М.П.Волковăна ăшă тĕл пулусемшĕн, çĕр-çĕр вулаканпа курнăçма пулăшнăшăн тав тăвать.


"Хыпар"
20 октября 2004
00:00
Поделиться