Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Çулталăка кăçал та ăнăçлă вĕçлетпĕр"

-Çу тăршшĕпех çанталăк вылянса тăчĕ: малтан кун сиктерсе çумăр çурĕ, кайран тин, кĕркунне енне, уяртса ячĕ. Хăйне евĕрлĕ çирĕп "экзамена" сирĕн фирма ĕçченĕсем еплерех тытрĕç, Юрий Николаевич.

-Пĕтĕмĕшле илсен- аван. Çулталăка кăçал та ăнăçлă вĕçлетпĕр. Çапах та çанталăк чăрмав кỹчĕ. Пирĕн тăрăхра çумăр юхтарсах çурĕ вĕт. Уйрăмах тырă шăркана ларнă чухне пĕр чарăнмасăр лỹшкерĕ. Хирсем шыв айне пулчĕç. Пусăсем тасаччĕ, çум курăксăрччĕ. Гектартан 28 центнер тухрĕ. Пирĕншĕн сахал ку. Мĕншĕн тесен эпир 40 центнертан кая илсе курман. Çитменнине, тырă хакне антарса лартрĕç. Çакă пушшех те хресченĕн чун-кăмăлне йывăр чул пек пусарать. Çĕр улмипе сахăр кăшманĕн тухăçĕ аван ĕнтĕ. Кусемпе хăть савăнма пулать. 120 гектартан 3000 тоннăна яхăн çĕр улми пуçтарса илтĕмĕр. Тепĕр хут палăртатăп: çумăр кăшт маларах чарăннă пулсан асăннă цифра чылай пысăкрах пулатчĕ.

-Сахăр кăшманĕн лаптăкне кăçал тата пысăклатрăр. Пылак çимĕçе йĕпе-сапаччен тирпейлеме ĕлкĕрейĕр-и.

-Кăларса пĕтернĕпе пĕрех ĕнтĕ. Гектар пуçне 500 центнер ытларах пулать пулĕ. Виçĕ комбайн та тухăçлă ĕçлерĕç. Пилĕк "КАМАЗ" Чăнлăна икшер рейс тăвать, кунсерен 80-100 тонна ăсататпăр. Кăшман тасатнă çĕрте пенсионерсем кăна 70-ĕн вăй хураççĕ. Тавтапуçах вĕсене.

-Çĕр улми хакĕ ытла та пĕчĕкрен ăна сутма тăхтатăр пулĕ.

-Республикăри тĕрлĕ учреждение, хак çырлахтармасть пулин те, 600 тонна сутрăмăр. Халăха вун-вун тонна валеçнĕ. Вĕттисене крахмал заводне леçнĕ. Управра- 1500 тонна. Пахалăх питĕ лайăх. Кирек кама та, кирек мĕн чухлĕ те сутма пултаратпăр. Килĕр, туянăр. Ыйтса пĕлмелли телефон- 36-2-48, 36-2-42.

-Сĕт сутса илессипе эсир республикăра пĕрремĕш вырăнта пыратăр. Фермăра ют çĕршывра туса кăларнă хăватлă оборудованисем вырнаçтарнă хыççăн эсир чи лайăх пахалăхлă сĕт хатĕрлетĕр. Сутлăх хакĕ те çавна курах-тăр.

-Самарти "Данон" фирма литр сĕте 7 тенкĕпе илесшĕн, анчах та эпир районти сĕт-çу завочĕн акционерĕсем тата Директорсен канашĕнче пулнă май сĕте айккине сутас темерĕмĕр. Хакĕ кунта 5 тенкĕ çеç пулсан та.

-Юрий Николаевич эсир республикăра мал курăмлă ертỹçĕ пулнипе палăрса тăратăр. Çĕнĕ технологисене анлă çул паратăр. Килес çулсенче ĕç-хĕле мĕнлерех çĕнĕлĕхсене кĕртме тĕв тăватăр.

-Çĕр ĕçне май килнĕ таран çăмăллатмалла. XXI ĕмĕрте ял çыннин аллинче матиксем пулмалла мар ĕнтĕ. Ку енĕпе чылай турăмăр. Калăпăр, сахăр кăшманĕ, çĕр улми туса илессине пĕтĕмпе тенĕ пекех механизацилерĕмĕр. Аш валли ăрăтлă выльăх ĕрчетесси çине пысăк пусăм тăвасшăн. Кăçал пĕрремĕш хут выльăх апачлĕх нимĕç пăрçипе ĕçлесе пăхрăмăр. Тухăç аван, гектратан 25 центнер илтĕмĕр. Килес çул лаптăка самаях пысăклатасшăн. Çавна май кỹршĕ хуçалăхсен çĕрĕсене арендăна ытларах илесшĕн. Тĕш тырă акмалли çĕре 1000 гектара çитересшĕн. Çаксене пурнăçлама пирĕн техника çителĕклĕ, ыттисене пулăшмалăх та пур. Кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, пилĕк хуçалăхра комбайнсем ĕçлерĕç. Аталанас тесе экономикăри, рынокри лару- тăрăва шута илсе бизнес-план, бизнес-проект хатĕрлетпĕр, тĕллевсене пурнăçлама кредит илетпĕр. Кайран, юлашкинчен, çакă мĕнпе вĕçленет. Калама чĕлхе çаврăнмасть- хресчен туса илнĕ продукци йỹнелсе ларнине пула нумайăшĕ çав кредита тавăрса параймасть. Хỹтлĕхсĕр пирĕн тавар. Топливо-бензин тĕлĕшпе тата - чăн-чăн катастрофа вĕт. Ăна никам та йĕркене кĕртесшĕн мар пулмалла. Сăмахран, эпĕ фирмăн гендиректорĕнче ĕçлеме тытăннă чухне, тăватă çул каялла, топливо пĕр литрĕ 3 тенкĕччĕ, килограмм çĕр улми-4. Халĕ пирĕнтен кулса, çаплах калассăм килет, пĕр килограмм çĕр улмие 2 тенкĕпе ыйтаççĕ, топливо вара- 10-11 тенкĕ. Кун пек лару-тăрура çирĕп хуçалăх та çурăк валашка умĕнче тăрса юлма пултарать. Çавăнпа та пирĕн чи пысăк тĕллев- çитĕнтерекен, туса кăларакан таварăн хăй хаклăхне май килнĕ таран пĕчĕклетмелле.

-Чун-чĕрене пăвăнтарса тăракан ыйтусем татах пур-тăр-ха.

-Çителĕклех. Электроэнерги хакланса пыни ал-урана тăллать. Лизингпа илекен техникăсен кăлтăк нумай. Технадзорсемпе канашласа вĕсене туса кăларакансене çакăн пирки аса илтермеллех пулать. Мĕншĕн тесен пахалăхсăр техникăна пула тăкак чылай тỹсетпĕр. Яла газ кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен организацие, пăрăхсем хывма, укçа нумай патăмăр. Шел те, тавăрса парасси пирки шутласах каймаççĕ. Судлашас килмест, анчах та халăх мĕн калать- çавна тăватпăр.

-Халăх тенĕрен, шалăва вăхăтра пама мехел çитеретĕр-и.

-Турра шĕкĕр, ку енĕпе йĕркеллех. Выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте, вырмара, сахăр кăшманĕ, çĕр улми кăларнă çĕрте çынсем аван çĕлесе илеççĕ. Кĕçех сахăр песукĕ, купăста, ытти пахча çимçĕ пама тытăнатпăр. Килти хушма хуçалăха аталантарччăр тесе утă-улăмпа тивĕçтеретпĕр. Нумай- нумай тавара хамăрăн 4 лавккара туянма пултараççĕ. Пенсионерсене те, учительсене те манмастпăр, пулăшу кỹрсех тăратпăр. Анкартисене тỹлевсĕр сухаласа парасси таранчченех. Сăмах май, фирмăра кĕрхи çĕртмене, пĕлтĕрхи пекех, 100 проценчĕпех тунă.

-Юрий Николаевич, сирĕн шутпа хуçан пĕрремĕш тивĕçĕ мĕн пулмалла.

-Хамăн командăри специалистсемпе пĕр ĕмĕт-тĕллевпе, пĕр шухăш-кăмăлпа тăрăшса ĕç-хĕле тупăш паракан, хăй хаклăха чакаракан, пахалăхлă çимĕç туса кăларма май паракан çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе ял çыннин пурнăçне лайăхлатасси. Çапла пултăр тесен производствăпа техника процесне- çур акинчен пуçласа хиртен юлашки çимĕçе пуçтарса иличченех- сехет механизмĕ пек пĕр кăлтăксăр туса пымалла. Вара пурнăç пулать, лайăх пурнăç пулать.



"Хыпар"
09 октября 2004
00:00
Поделиться