Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ватăсене чысларĕç

Районти культура тата архив ĕçĕсен пайĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене ваттисен уявĕ ячĕпе саламлама районти культура çуртне пуçтарчĕç. Малтанах пай пуçлăхĕ А.Бабаев сăмах илчĕ. Унтан культура работникĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Н.Мазякова, районти тĕп тĕслĕхлĕ библиотека ертỹçи Н.Исаева саламларĕç. Ветерансем те парăмра юлмарĕç. Акă, Анат Туçара чылай çул библиотекăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă В.Перепелкина тĕлпулăва чĕннĕшĕн тав турĕ. Культура ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемшĕн хĕпĕртерĕ. Республика Президенчĕ халăх валли лайăх пурнăç условийĕсем туса парас тата Чăваш Республикин районĕсемпе хулисен социаллă экономикин комплекслă аталанăвне тивĕçтерес, хуласен, поселоксен тата ялсен сăн-сăпатне, вĕсен экологи, эстетика тата культура лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе Указ кăларса 2005 çула парксен тата садсен çулталăкĕ тесе пĕлтернине ырларĕ. Ку ыйтăпа шăпах культура ĕçченĕсем çине тăрса вăй хумаллине палăртрĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
05 октября 2004
00:00
Поделиться