Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçлĕ ушкăнта патăрьелсем те пур

Нумай пулмасть çеç ял хуçалăх производствипе çыхăннă республика делегацийĕ çĕршывăн тĕп хулинчен- Мускавран таврăннă. Çĕр ĕçĕпе тỹрремĕнех çыхăннă çынсем Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче те пулса тĕлĕннĕ. ЧР Ял хуçалăх министрĕ ертсе пынă хисеплĕ Ушкăнта районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрномĕ В.И.Алексеев та пулнă. Вуникĕ çын хушшинче Патăрьел чăвашĕ лекни районшăн та пăсăклă мар. Куçпа курнине малашне вырăнсенче пурнăçа кĕртме пулĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
05 октября 2004
00:00
Поделиться