Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ялĕ пĕчĕк - нуши чылай

Иртнĕ эрнери юнкун райадминистраци делегацийĕ пирĕн районти чи пĕчĕк те инçе вырнаçнă ялсенчен пĕрне- Ясная Полянăна- çитсе килчĕ. Кунта пурăнакансем хисеплĕ хăнасене хаваслă кĕтсе илчĕç. Тата хăçан курма пулатчĕ-ха пур ыйтăва та хурав паракан çавăн чухлĕ пуçлăха! Ялта вунсакăр кил çеç, çынни вара хĕрĕх ытла. Вăрман варринче вырнаçнă пулин те кил-çурта ăшăтмалли электричество кĕртсе пĕтернĕ. Часах газ та çитмелле. Анчах Ясная Поляна пĕчĕк те ытти ялсенчен инçе вырнаçнине пула, ку питĕ тăкаклă ĕç. Шкулĕ пĕлтĕрех хупăннă- ача сахал. Пуррисем вара кỹршĕ ялсене вĕренме çỹреççĕ. Культура керменĕ те хуçи çуккипе хупăнса ларнă. Чирлесен çынсем тухтăр патне килне çỹреççĕ. Чи йывăр ыйту- çулсем начар, тĕрĕссипе, йĕркелли пачах çук. Çумăр хыççăн тракторсăр кĕрсе тухаймастăн. Ку проблема часах пĕтмелле тесе шантарчĕç, ял халăхне-çул пулать. Ял çыннисенчен çурри ытла пенсионер. Çавăнпа паянхи хăш-пĕр çăмăллăхсем вырăнне укçа парасси пирки пĕлтерекен саккунсем çивĕч пырса тивеççĕ вĕсене. Вĕсемшĕн çĕнĕ реформăсем лайăх та. Ват çынсем район центрне те, хулана та сахал тухса çỹреççĕ. Мĕншĕн-ха обществăлла транспорт çинче тỹлемесĕр ярăнасси вырăнне укçа илес мар. Унпа кирлĕ пек усă курма пулать вĕт. Ялта телефон та çителĕксĕр. Ăна кĕртме хаклă, номерсем пурне те çитмеççĕ. Анчах та мини-АТС лартма шухăш пур- пур енчен те меллĕ. Пĕчĕк ялăн нуши пысăк. Апла пулин те кунти çынсем пĕр-пĕрне пулăшса, туслă пурăнаççĕ, шанăçа çухатмасăр йывăрлăхсене чăтса ирттереççĕ. Район администраци делегацийĕ кулленхи ыйтусене татса пама тата çăмăллăхсем кỹме вĕсемшĕн ятарласа килни питĕ мухтавлă. "Манса каймарĕç", тесе савăнчĕç ватă çынсем.


"Авангард" (газета Батыревского района)
01 сентября 2004
00:00
Поделиться