Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юлташа йывăрлăхра пĕлеççĕ

Патăрьел районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенче те ытти çĕрти пекех тыр-пул пухса кĕртмелли çĕнĕ техника питĕ сахал. Çакă вара йĕпе-сапаллă ĕççинче сисĕнмеллех палăрать. Анчах Юхмасем йывăрлăхран тухмалли çул-йĕр шыраса тупнах. Вĕсем Тутарстанри Саба районĕнчи туссенчен пулăшу ыйтнă. Кĕçех АПШ-ра кăларнă вĕр çĕнĕ Кейс комбайнсем килсе çитнĕ. Вĕсем Ыхраçырминчи, Вăтаелĕнчи пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенче çĕр-çĕр гектар тырă пухса кĕртме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Пĕр Кейс талăкра вырма-çапма ĕлкĕрет. Аякран килнĕ ятарлă бригада тухăçлă ĕçлесси хир карапĕсемпе тырă турттаракан КамАЗсемпе пĕрлех техника енчен тивĕçтерекен ятарлă ушкăн килнипе те çыхăннă. _Çитес çул хамăр хуçалăхсенчех темиçе Кейс пулĕ,- тет ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ 24 08 Хыпар


"Хыпар"
24 августа 2004
00:00
Поделиться